Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РУНКĂСЕМ РОБОТ ИЛМЕ ШУТЛАÇÇӖ

Пăва фермерӗ, Рункăри Алексей Кубайкин нумай пулмасть 7 кун Голландире пулса 6 хуçалăхра ӗçтешӗсен опычӗпе паллашрӗ.

Раççейӗн пултаруллă çамрăк фермерӗсенчен пӗри, Пăва районӗнчи Рункăра пурăнакан Алексей Кубайкин та акă хăйӗн çемье ферминче роботпа ӗне сума ӗмӗтленет. Ӗмӗт патне тепӗр темиçе утăм кăна юлнă унăн. Сăвакан «тимӗр» мӗнле ӗçленине вара Алексей нумай пулмасть Голландие ӗçтешӗсен опычӗпе паллашма кайсан курнине пӗлтерет район хаçачӗн сайчӗ. Çулçӳреве роботсем кăларакан «Лейли» фирма йӗркеленӗ иккен. Тепӗр тесен фермăра роботсем ӗçлени халӗ тӗлӗнтермӗш мар ӗнтӗ, Раççей регионӗсенче, çав шутра Тутарстанри Саба районӗнче те пур.

А.Кубайкин сăмахӗсемпе, робота «60/40» программăпа туянсан пайта пурах. Тимӗр «ӗçченӗн» лайăх енӗсем нумай, пӗрремӗшӗнчен, ӗç çăмăлланать, иккӗмӗшӗнчен, сӗт пахалăхӗ ӳсет. Мӗншӗн тесен сӗт патне çын алли перӗнмест. Çитменнине сунă сӗт пӗр савăта кăна пуçтарăнмасть. Калăпăр, ӗне маститпа чирлет-тӗк, унăн сӗчӗ, çаплах сăвăм пуçламăшӗнчи пирвайхи пӗрӗхӗмсем те урăх савăта каяççӗ. Фермер пӗлтернӗ тăрăх, Голландире пӗр ӗнерен вăтамран 30 килограмм сӗт сăваççӗ, 40-шер килограмм параканнисем те пур. Робот кашнинпе «чӗлхе» тупать. Фермер хăй те фермăпа юнашарах пурăнать.

Чăн та, Алексейӗн роботсемпе усă курас тесен ферма çуртне сарса анлăлатмалла. Чертежсене илсех килнӗ вăл. Голландири ферма çурчӗсем пирӗннисенчен питех уйрăлса тăмаççӗ. Вӗсем те ӗнисене А.Кубайкин пекех кăкармасăр тытаççӗ. Сăмах май, Рунка чăвашӗн хальхи вăхăтра ӗçӗ япăх пымасть-ха, куллен 1,4 тонна паха сӗт сутать. 150 пуç ӗне ун. Чăн та, кашни ӗнене уйрăм тимлӗх кăна çитеймест-за хальлӗхе. Ахаль фермăра ку  йывăртарах-мӗн. (А.Кубайкин харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство