Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов чăвашсен тăван чӗлхепе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен пӗлет

Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса чăвашсене пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.

Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ.  Ӗçтешсен хушшинче – Тутарстанри, федераллă шайри массăлла хыпар хатӗрӗсен журналисчӗсем.

Тӗлпулу уяв умӗнхи пулсан та ыйту-хуравсăр иртмерӗ. Республикăри коронавирус лару-тăрăвӗ, социаллă ипотека, вӗрентӳ учрежденийӗсенчи апатлантару, ача-пăча воспитанийӗ, Пӗтӗм Раççейри çырав, бюджет сферинче ӗçлекенсен ӗç укçийӗ тата ытти ыйтусем хумхантарчӗç ӗçтешсене.

2021 çул – Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ. Ку енӗпе республикăра тӗрлӗ программа хатӗрленӗ. Çав шутра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулсене кӗнекесемпе тивӗçтересси те. Çавсен шутне учебниксем, меслет пособийӗсем, илемлӗ литература кӗреççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин кама мӗн чухлӗ памаллине список тусах хатӗрленӗ. Кунта ыйту çуралать: «Мӗне пăхса кӗнекесем илме бюджетран уйăрнă укçа-тенке пайланă-ши? Тутар чӗлхине вӗрентме 85 277 экземпляр, вырăсли валли 86 462 экземпляр кӗнеке илме палăртнă. Асăннă халăхсен тăван чӗлхине аталантарма пӗтӗмпе 60 миллион тенкӗ уйăрнă. Çав вăхăтрах ытти нацисен тăван чӗлхисем (чăваш, мари, удмурт, мăкшă) 1,5 миллиона яхăн тенкӗне пайлаççӗ. Чăвашсемпе удмуртсене панă тӗрев пӗр шайра. Тутарстанри 88 чăваш шкулне пӗтӗмпе 3601 экземпляр кӗнеке туянса параççӗ пулсан удмуртсен 11 шкулӗ те çавăн чухлех илет – 3372. Чăн та, ăнланмалла мар япала.

Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗнче чăваш специалисчӗ çукки те пире ура хурать. Ведомство çуллен вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ конкурссем йӗркелет. Уйрăмра чăвашла пӗлекен çуккипе ӗçсене тӗрӗслеме редакцирен е Чăваш наципе культура автономийӗнчен ыйтаççӗ. Эпир хирӗç мар, паллах. Пулăшма хатӗр. Анчах ӗçӗн йӗрки пулмалла. Ӗлӗкрех ку ӗçсене Надежда Несмелова туса пыратчӗ. Çавăнпа чăваш чӗлхипе литературин сумӗ те пысăкрахчӗ. Мӗн тăвăн. Пирӗн çӳлтен хушнине пурнăçлама хăнăхнă. Капла эффекчӗ те пысăкрах. Халӗ ашшӗ-амăшне тăван чӗлхе шăпине татса пама ирӗк панă хыççăн (вӗренмелле ăна е çук) чӗлхе сумне хамăрах хавшатрăмăр.

Паллах, майпа усă курса ТР Президентне хамăра хумхантаракан ыйтусене патăм. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.

Сăмах май, Рустам Минниханов Дмитрий Самаренкина та аса илчӗ, ăна вăл республикăри тӗп чăваш тесе ӗçченлӗхне палăртса хăварчӗ. Паллах, республика ертӳçи хăй сăмах пани пысăк шанчăк кӳрет. Апла йăлт йӗркеллӗ пулмалла тата хамăрăн та ал усса лармалла мар. Мӗнле калас, йӗмен ачана кăкăр памаççӗ.

Сăнӳкерчӗк prezident.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование