Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РУСТАМ МИННИХАНОВ: «ФАРИД МУХАМЕТШИНПА  ЭПИР ПӖРРЕ ТЕ ВĂРÇĂНМАН»

Майăн 23-мӗшӗнче Хусанти ТР Наци библиотекинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ. Çак мероприятие Тутарстанăн пӗтӗм политика элити, ытти çынсем питӗ йышлăн пуçтарăнчӗç. Урăхла пулма та пултараймасть. Фарид Мухаметшин Раççей, Европа шайӗнчи пысăк политик, опытлă парламентари. Ӗç биографийӗнче пӗр шăйрăлчăк та çук. Ăçта ӗçлесен те мӗнпур яваплăхпа тăрăшнă.

Хăтлава ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашçи, республикăн 1-мӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев, патшалăх власть органӗсен, обществăлла организацисен, массăлла хыпар хатӗрӗсен, тӗн представителӗсем, муниципаллă йӗркеленӳсен ертӳçисем, депутатсем, писательсем тата ыттисем хутшăнчӗç. 

Кӗнеке хăтлавӗччен куракансен Фарид Мухаметшинăн кун-çулӗпе кӗске фильм пăхса паллашма май пулчӗ. Чăнах та тӗрлӗ енлӗ çын вăл, политикăсăр пуçне пурнăçӗнче обществăлла ӗçшӗн те, çемьепе юлташсем валли те, чун киленнӗ ӗçшӗн те (пулă тытасси, сунарпа, волейболпа, ретро автомобильсемпе кăсăкланни) вăхăт тупать. Сăмах май, командировкăсене çӳресе кăна Фарид Хайруллович çӗр чăмăрне 30 хутчен вӗçсе çаврăннă, çакна хăтлавра та палăртса хăварчӗç. 

Фильмсăр пуçне Наци библиотекин фойинче сăнӳкерчӗксен анлă куравне хатӗрленӗ. Унта парламент пуçлăхне ачаран пуçласа паянхи кунччен епле улшăнса пынине сăнама интереслӗ пулчӗ. Пӗри улшăнман – уçă та ăшă кулли.  

Мероприятие паллă телеертӳçӗ Арина Шараповăпа Г.Камал ячӗллӗ театр ӗçченӗ Рамиль Вазиев ертсе пычӗç. Концерт номерӗсем хушшинче Рустам Минниханов, Минтимер Шаймиев тата ытти паллă çынсем тухса калаçрӗç. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераллă Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тӳрӗ эфира тухса саламларӗ.  «Фарид Хайрулловича 1995 çултанпа пӗлетӗп. Çак хушăра эпир унпа пӗрре те вăрçăнман. Ку ăна та, мана та лайăх енчен хаклать пулӗ», – юлташла ăшшăн шӳтлерӗ Президент. Рустам Минниханов Фарид Мухаметшина вăл суту-илӳ министрӗнче ӗçленӗренпе пӗлнине каларӗ. «Вăл Премьер-министр чухне эпӗ Çӳлту районӗн пуçлăхӗччӗ. Пурнăç çулӗ ялан пӗрле пычӗ. Должноçсем улшăннăçем е вăл ман пуçлăх, е эпӗ унăн пуçлăхӗ пултăм, – ăшшăн калаçрӗ Президент. – Фарид Хайруллович республикăра питӗ пысăк ӗç илсе пырать. Пирӗн парламент шанчăклă. Ӗç тăвакан власть унсăрăн пулаймасть», – çирӗплетрӗ Рустам Минниханов. Саламлă сăмахне вӗçленӗ хыççăн республика ертӳçи юбиляра Тутарстан авторитетне халăхсен хушшинче сарнăшăн «Дуслык» орденпа наградăларӗ. Орден пӗлтерӗшӗ анлă, ăна республикăпа ют çӗршывсен, регионсен хушшинчи туслă çыхăнусене йӗркеленӗшӗн, экономика, суту-илӳ, наукăпа техника, культура çыхăнăвӗн аталанăвне тӳпе кӗртнӗшӗн, ыркăмăллăх ӗçӗсемшӗн тата ыттишӗн параççӗ.  

Минтимер Шаймиев Фарид Мухаметшин Элметре 1-мӗш секретарь пулса ӗçленинчен пуçласа аса илсе калаçрӗ. «Мухаметшин Аслă Канаш  Председателӗ пулма килӗшни пирки пьеса çырма пулать, – шӳтлерӗ Минтимер Шарипович. – Капла вăл питӗ сăпай çын. Сахал çын унăн пурнăç çулӗ еплерех кăткăс пулнине пӗлет. Слесарьтен пуçласа парти çулпуçӗ таран ӳсрӗ вăл». Минтимер Шарипович  ТАССР суту-илӳ министрне шыранă вăхăта аса илсе республикăна тӳрӗ кăмăллă та шанчăклă çын кирлӗ пулнине асăнчӗ. Фарид Мухаметшина суйласа йăнăшманнине çирӗплетрӗ. Уйрăммăн 90-мӗш çулсенче республикăн статусне çирӗплетессипе ӗçлени çинче чарăнчӗ. «Аслă Канаш политика кӗрешӗвӗн чăн-чăн сцени пулса тăчӗ. Уйрăмах эпир республикăн патшалăх суверенитетне çирӗплетесси çинчен пӗлтерсен... Мускавра ун çийӗн чăн-чăн суд тунă тесен те ытлашши мар. Луиза Акрамовна (Ф.Мухаметшинăн мăшăрӗ, – Авт.) мӗн чуль пăшăрханчӗ пулӗ. «Таврăнӗ-и? Тавăрӗç-ши? – тесе. Ку сăмахсене эпӗ интересшăн мар, эс мӗнлерех çын пулнине палăртассишӗн калатăп», – юлташӗ çине пăхса калаçрӗ Минтимер Шарипович. Патшалăх Канашçи нумай аса илчӗ, ара, пӗрле тем те тӳссе ирттернӗ-çке, асаилӳсем пайтах. 

Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, хăйне парламент пуçлăхне суйлани уншăн пысăк тӗрӗслев пулнă. Чăн та, вăхăчӗ ун чухне кăткăс пулнă, самана улшăннă тапхăр. Çак çулсен хушшинче Рустам Миннихановпа, Минтимер Шаймиевпа алла-аллăн туслă ӗçленине асăнчӗ. «Шаймиевран нумай вӗрентӗм, чи лайăххине хамăр республикăн Президентӗнчен вӗренсе пыратăп. Унăн мобильлӗхӗ, çынпа пӗр чӗлхе тупма пӗлни, федераллă центрпа, ют çӗршывсемпе калаçса татăлма пултарни – тӗслӗх. Турă сывлăх патăр вӗрентекенӗмсене», – тав турӗ Фарид Хайруллович. 45 çула çитсен кăна тутар чӗлхине вӗренме пуçланине, малтанхи çулсенче ларăва тутар чӗлхипе те ирттерме йышăнассинчен хăраса тăнине те пытармарӗ вăл. Хăй пурнăçӗнчи чылай интереслӗ саманта аса илчӗ, çав шутра çемьери пулăмсене те. Юлашкинчен мăшăрне Луиза Акрамовнăна ялан çумра пулнăшăн, шаннăшăн, ачасем çуратса парса ӳстернӗшӗн чӗререн тав турӗ. «Çак пысăк нагрузкăна çемьере ăнлану пулман-тăк, чăтса ирттерме йывăра килетчӗ. Луиза, пысăк тав сана. 50 çул ытла эс манăн арăм. Çав тери ăнчӗ мана, – мăшăрне чечек çыххи тыттарса калаçрӗ вăл. – Эпӗ телейлӗ çын», – вӗçлерӗ сăмахне юбиляр. 

Калаçакансем татах та пулчӗç. Пушкăртстанăн Патшалăх Пухăвӗн Председателӗ Константин Толкачев Фарид Мухаметшина Салават Юлаевăн орденӗпе чысларӗ. 

Фарид Хайрулловичăн республика аталанăвне хывнă тӳпи виçесӗр пысăк. Çакна пурте пӗлеççӗ, тивӗçлипе хаклаççӗ. 

Эпир те ăна 75 çулхи юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, тулли телей, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, вăрăм ӗмӗр сунатпăр!

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев