Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Садик ӗçченӗсем мероприятисенче мастер-классем ирттереççӗ

Нумай çул Нурлатра чăвашсен республика Уявӗ иртнӗрен пӗринчен те юлман садик. Заведующийӗ Галина Федоровна хăй те чăваш пулнипе-ши, коллективӗ кашнинче хастар хутшăнать. Кăçал Уяв кунта район шайӗнче кăна иртсен те «Шăнкăрав» каллех хăй йӗри-тавра ватти-вӗттине пуçтарчӗ. Кăмăл пуррисене тӗрлӗ курăкран пукане тума вӗрентрӗ, унтан асăнмалăх ӗçӗсене çынсене хăйсене парнелерӗ

«ШĂНКĂРАВ» ПУКАНИСЕМ

Нурлат хулинчи 10-мӗш номерлӗ «Шăнкăрав» («Колокольчик») ача сачӗ пӗр çул кăна ӗçлемест. Паянхи кун унта 55 ача çӳрет, вӗсемпе 9 педагог ӗçлет. Вӗрентӳпе воспитани ӗçӗ ФГОСпа килӗшӳллӗн пурнăçланать. Кунсăр пуçне хушма вӗрентӳ те пур. Ытти ача садӗнчи пекех кашни педагогăн хăйӗн тивӗçӗ: Анастасия Андреевна Ямкина логопед ачасене сасăсене тӗрӗс калама, яка калаçма вӗрентет, Гузелия Хамзеевна Нугуманова çырма-вулама хăнăхтарса шкула хатӗрлет. Ольга Александровна Филиппова тӗрлӗ ал ӗç тутарса пуçа ӗçлеттерме хăнăхтарать... Çак туслă, пултаруллă коллектива акă ӗнтӗ темиçе çул Галина Федоровна Мурзина ертсе пырать. Педагог стажӗ унăн пысăк – 30 çул ытла.

Коллектив чăнах та пултаруллă, садик ертӳçин пӳлӗмӗнчи çав тери нумай Хисеп, Тав хучӗсем çакна çирӗплетеççӗ кăна. «Шăнкăрав» ача садне республикипех лайăх пӗлеççӗ. Мӗншӗн тесен район ирттерекен пӗр мероприятирен те юлмасть вăл. Курав йӗркеленипе кăна та çырлахмасть. Тӗрлӗ халăх пуканисене хатӗрлет, юлашки çулсенче тата курăксенчен «Травница» пуканесем ăсталать. Çак ӗçе вара мероприятисенче кашни çынна явăçтарса мастер-класс ирттерессине йăлана кӗртнӗ.

Нумай çул Нурлатра чăвашсен республика Уявӗ иртнӗрен пӗринчен те юлман садик. Заведующийӗ Галина Федоровна хăй те чăваш пулнипе-ши, коллективӗ кашнинче хастар хутшăнать. Кăçал Уяв кунта район шайӗнче кăна иртсен те «Шăнкăрав» каллех хăй йӗри-тавра ватти-вӗттине пуçтарчӗ. Кăмăл пуррисене тӗрлӗ курăкран пукане тума вӗрентрӗ, унтан асăнмалăх ӗçӗсене çынсене хăйсене парнелерӗ. Çапла çулсерен тулли кăмăлпа каяççӗ вӗсем патӗнчен уяв хăнисем. Нурлат хулинчи ачине садике пама хатӗрленекен çамрăк атте-аннесемшӗн ку мастер-классем тата усăллăрах, ӗç вăхăтӗнче коллективăн специалисчӗсене çывăхрах пӗлме, садик ӗçӗпе тӗплӗнрех паллашма май пур вӗсен.

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Нурлатри «Шăнкăрав» ача сачӗн ӗçченӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X