Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Салам» ансамбль суйлава килнӗ халăха чăваш апат-çимӗçӗпе сăйларӗ

Эпир Президента суйлатпăр пӗтӗм çӗршыва ертсе пыма, пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пурăнма, Тутарстанри пек, ку шухăшласа тумалли ӗç. Пирӗн çӗршыв пуласлăхӗ эпир суйлава çӳренинчен те нумай килет», — терӗ Лидия Ярослав суйлав кирлӗлӗхне палăртса.

Лидия Петровна Ярослав паян «Московский» культура центрӗнче иртнӗ «Раççей халăхӗсен апат-çимӗçӗ» фурешт зонине йӗркеленӗ çӗре хутшăннисенчен пӗри. Чăваш наципе культура автономийӗ чăваш апачӗпе халăха паллаштарма «Салам» ансамбле шаннă. Ансамбль ертӳçипе Светлана Садыковăпа пӗрле Лидия Ярослав питӗ чаплă хатӗрленнӗ. Вӗсен сӗтелӗ чăваш сăрипе уйранӗнчен те, тăвараланă чăкăтран та, хуран куклипе ытти юр-вартан питӗ пуянччӗ. Суйлава килекенсем савăнсах чăваш апатне тутанчӗç. Унсăр пуçне юррипе те киленме пултарчӗç. 

«Паян эпир Хусанти Туслăх Çуртӗнчен пуçтарăнса килтӗмӗр. Суйлава хам тăтăш хутшăнатăп, пӗрре те сиктермен. Сывлăха пула хуллен кăна çӳресен те. Мӗншӗн тесен кашни çынран çӗршыв малалла мӗнле аталанасси килет. Эпир Президента суйлатпăр пӗтӗм çӗршыва ертсе пыма, пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пурăнма, Тутарстанри пек, ку шухăшласа тумалли ӗç. Пирӗн çӗршыв пуласлăхӗ эпир суйлава çӳренинчен те нумай килет», — терӗ Лидия Ярослав суйлав кирлӗлӗхне палăртса. 

Каласа хăварас пулать, Лидия Петровна 40 çул вӗрентекенре тăрăшнă, биологипе географи урокӗсене илсе пынă. Кашни педагог пекех вăл та пире мӗн кӗтесси енӗпе сӳрӗк мар, гражданла активлăх пысăк унăн. Хусана куçса килсен пӗр вăхăт К. Г. Яковлев тăрăшнипе Хусанта Чăваш патшалăх универститчӗн филалӗ уçăлсан унта ӗçленӗ. Хăй каланă тăрăх Юрийпе Татьяна Бердниковасемпе туслă пулнă, вӗсем те унта ӗçленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024