«САЛАМПИ» романа халӗ турккăсем те вулаççӗ
А. Артемьевăн «Салампи» романне турккăлла куçарса кӗнекен пичетленӗ.
Турцире пурăнакан тусăмăр, филологи наукисен докторӗ, фольклорист, чăваш чӗлхипе культури çинчен çырнă темиçе кӗнеке авторӗ Бюлент Байрам А.Артемьевăн «Салампи» романне туркăлла куçарнă. Кӗнекене çак кунсенче Турцири типографисенчен пӗринче 1000 экземплярпа пичетлесе кăларнă. Çапла вара чăваш классикӗн романне Турци çӗршывӗн çыннисем те пирӗн пекех юратса вуласса шанатпăр. (Б.Байрамăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев