Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтакра чух ӗç вырăнӗ çухалмасть

Ӗç вырăнне упраса хăварасси – октябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланнă кӗрхи призывăн çӗнӗлӗхӗ.

Ӗç вырăнне упраса хăварасси – октябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланнă кӗрхи призывăн çӗнӗлӗхӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн лайăх ӗçе вырнаçнă яш-кӗрӗм нумай чухне ӗç çухатма пултарнишӗнех салтака кайма тытăнса тăрать. Хăш-пӗри пытанса юлма та хăтланать. Ун пеккисем республикăра 90 çынна яхăн. Хальхи вăхăтра Тутарстанăн 1427 çынни хӗсметре тăрать. Вӗсенчен 107-шӗ федераллă муниципаллă служба ӗçченӗсем, 1320-шӗ бизнес тытăмӗнче. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов указӗпе çарта тăракан çыннăн ӗç вырăнне ун валли упраса хăвармаллах. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Çар комиссарӗ Сергей Погодин пӗлтерчӗ.

– Ӗç вырăнне сыхласа хăварасси çинчен маларах та сăмах хускатнă, анчах 1,5 уйăх каялла кăна ыйтăва Президент шайӗнче çӗклерӗмӗр. Рустам Минниханов çийӗнчех салтакăн граждан пурнăçӗнчи ӗç вырăнне сыхласа хăварасси çинчен указ кăларчӗ. Çак ыйтăва паян ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пурнăçласа пырать. Кӗрхи призывăн çӗнӗлӗхӗ çакă. Салтакăн хăйне килӗнче хӗрӗ, юлташӗсем, ӗç кӗтнине пӗлсе тăмалла, – çирӗплетрӗ çар комиссарӗ.

Сергей Погодин пӗлтернӗ тăрăх, кӗрхи призыв 2018 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗчченех пырать. РФ Президенчӗн Указӗпе çара 1991-2000 çулсенче çуралнисене илеççӗ, пӗтӗмпе призыв комиссийӗсене 18000 çынна чӗнтерме палăртнă, вӗсенчен 3500-шӗ хӗсмете кайӗç. Кам ăçта юрăхлине кура çамрăк салтаксене Тип çӗр, Сывлăшпа космос, Наци гвардийӗн, Сывлăш десанчӗн, Стартегилле пӗлтерӗшлӗ ракета çарӗсене, Тинӗс çар флотне тата ытти подразделенисене ăсатӗç. Тутарстан Республикин сбор пункчӗ граждансене хӗсмете ăсатассипе октябрӗн 22-мӗшӗнче ӗçлеме тытăнать. Яланхи пекех аслă тата вăтам профессилле пӗлӳ илнисем çар комиссариачӗн тӗп тимлӗхӗнче пулӗç.

Призывниксен прависене пӗлтерес тӗллевпе Çар комиссариачӗ 5 çӗрте ятарлă занятисем ирттерме шутланă, унта 28 муниципаллă районтан ашшӗ-амăшӗсемпе призывниксем хутшăнаççӗ. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ)


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: призыв