Тутарстансем салтакра та чак-чак çиеççӗ
«Анат Кама хӗрарăмӗсем» огранизаци тата вырăнти Салтак амăшӗсен комитечӗ «Салтака – анне кукăлӗ» акцие саккăрмӗш çул ирттерет. Слатаксем валли кучченеçе хулипех пухнă.
Мускаври Преображени полкӗнче хальхи вăхăтра хӗсметре тăракан Тутарстан каччисене Анат Камăри салтак амăшӗсем чак- чакпа хăналанă. Кун пекки полкра пӗрремӗш хут иккен. «Анат Кама хӗрарăмӗсем» огранизаци тата вырăнти Салтак амăшӗсен комитечӗ акă ӗнтӗ саккăрмӗш çул «Салтака – анне кукăлӗ» акци ирттернине пӗлтерет «Татар-информ» ИА Анат Кама районӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Черет кăçал Преображени полкне çитнӗ. «Анат Кама хӗрарăмӗсем» организаци пайташӗсемпе пӗрле ывăлӗсем патне ашшӗ-амăшӗсем тата районти çар комиссарӗ Ф. Мингариев кайнă.
Тӗрӗссипе, Анат Кама каччисем валли кучченеçе салтак амăшӗсем кăна мар, шкул ачисем те, студентсемпе предприятисен сотрудникӗсем те пухнă. Кам чак-чака туянса панă, кам килте хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе пылак çимӗç 300 килограмм таранах пухăннă. (Сăнӳкерчӗк e-nkama.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев