СĂМАКУН АППАРАЧӖ СИРПӖНМЕ, ТРАМВАЙ ÇУНМА ПУЛТАРАТЬ
Кăрлачăн 5-мӗшӗнче Хусанти Нурсултан Назарбаев урамӗнчи пӗр çуртра сăмакун аппарачӗ сирпӗннипе хваттер чӳречисем тухсах ӳкнӗ. Çав самантра килте пулнă 37-ри арçынна та ăнман, урисем хытă пиçнипе ăна больницăнах леçме тивнӗ.
ТРАМВАЙ ÇУННĂ
Январӗн 8-мӗшӗнче ирхине 9.29 сехетре Çырчаллинчи «Студенческая» чарăнура трамвай çунма тытăннă. Телее, пассажирсем вăхăтра тухса ӗлкӗрнипе сиенленмен. Пушара тепӗр темиçе минутранах сӳнтернӗ. Вырăнти прокуратура инкекӗн сăлтавӗсене тата транспорт эксплуатацийӗн йӗркисене пăхăннипе пăхăнманнине тӗрӗслет.
ПУЛЛА КАЙСАН АТАШНĂ
Çак кунсенче Анат Кама районӗнчи Красный Ключ патӗнчи Кама юханшывӗнче 70-ти пулăç вилӗмрен юлнă. Аташса кайнăскер, пилӗк таран юр ăшне путса ларнăскер, утайми пулнă. Шырама тухнă тăванӗсем экстреннăй службăна шăнкăравласа пулăшу ыйтнă хыççăн çăлавçăсем ăна шыраса тупса çырана илсе тухнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев