Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шăмăршă хирне саранча ернӗ

Россельхозцентрӗн Чăваш Енри филиалӗн ӳсентăрана хӳтӗлессипе ӗçлекен пайӗн специалисчӗсем тӗрӗслев вăхăтӗнче Чăваш Енри Шăмăршă округӗн (Тутарстанри Çӗпрел районӗпе кӳршӗллӗ) хирӗсенче саранчан хăрушă тӗсне — Итальян прусне — асăрханине пӗлтереççӗ Чăваш Енри хыпар хатӗрӗсем.

Филиалăн ертӳçи Сергей Павлов сăмахӗсемпе, ку кăпшанкă хуть мӗнле ял хуçалăх культурине те пӗтерме пултарать. Кăпшанкăн личинкисен шучӗ сахал мар, урăхла каласан 1 тăваткал метрта 2-4-шер штук. Çавăнпа Шăмăршă, Патăрьел, Улатăр, Елчӗк муниципаллă округсенче мӗнпур хирпе улăх-çарана тӗрӗслеме хушнă.

Россельхозцентр регламентпа пăхăннă инсектицидсемпе ирпе ирех е каçхине, саранча питех вӗçмен вăхăтра, сапма сӗнет. Улăх –çарансене те лапăшпех сапмалла, е барьер мелӗпе (80-120-шер метр сапса пырасси) усă курмалла.
Саранча çăмарта сапса ан хăвартăр тесе кӗркунне çӗре тарăн сухаласа хăвармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство