Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самоизоляцирен майпен тухатпăр

Чи малтан çынсене урамра спорт занятийӗсем ирттерме, ачасемпе уçăлса çӳреме ирӗк параççӗ.

Тутарстан Республики самоизоляцирен тухассин пӗрремӗш тапхăрӗнче. Кун пирки ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ. Йышăнăва майăн 6-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа иртнӗ канашлу хыççăн тунă. Роспотребнадзор пуçлăхӗ Анна Попова самоизоляцирен тухас йӗркен планӗпе паллаштарнă. Унпа килӗшӳллӗн, чи малтан çынсене урамра спорт занятийӗсем ирттерме, ачасемпе уçăлса çӳреме ирӗк параççӗ. Анчах дистанци нормисене пăсмасăр. Рустам Минниханов режима санитарипе эпидеми хăрушсăрлăхӗн требованийӗсене çирӗп пăхăнса çемçетсе пыма хушнă. Сăмах обществăлла вырăнсенче, транспортра маскăсем тăхăнмалли çинчен пырать. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество