Санкт-Петербург чăвашӗсем диктант çырнă
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Пысăк этнографи диктанчӗ» VI Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ пуçланчӗ. Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче диктант çырас текенсем валли ятарлă площадка ӗçлерӗ. Этнографи диктантне Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург хулин Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем те хастар хутшăнчӗç.
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Пысăк этнографи диктанчӗ» VI Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ пуçланчӗ. Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче диктант çырас текенсем валли ятарлă площадка ӗçлерӗ.
Мероприятие санитарипе эпидемиологин пӗтӗм нормисене пăхăнса ирттерчӗç. Этнографи диктантне Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург хулин Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем те хастар хутшăнчӗç. Куçăн майпа мероприятие вакцинаци тунине е юлашки ултă уйăхра коронавируспа чирлесе ирттернине ӗнентерекен QR-код, ПЦР-тест пуррисем хутшăнма пултарчӗç. Чăвашсенчен диктант çыракансем эпӗ – Чăваш наци конгресӗн Ленинград облаçӗнчи тата Санкт-Петербург хулинчи полномочиллӗ представителӗ, Ленинград облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ çумӗнчи Канашăн пайташӗ Валериан Гаврилов, Чăваш культура обществин председателӗн çумӗ Евгений Павлов тата Чăваш Ен Хӗрарăмсен союзӗн Санкт-Петербургри уйрăмӗн пайташӗ Оксана Гаврилова хутшăнтăмăр. Акцие çавăн пекех шыв çинчи поло енӗпе чапа тухнă Олимп чемпионки Анастасия Симанович та хутшăнма кăмăл тунă.
Диктант çыракансен 45 минут хушшинче 30 ыйту çине хуравламаллаччӗ. Ӗçе вӗçлесен хутшăнакансене пурне те мӗн чухлӗ балл пухнине каласа сертификатсем пачӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче: Питӗр чăвашӗсем диктантра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
16 мая 2022 - 13:43Сабантуйсен кунӗсем паллă Тутарстан Республикин Президенчӗ республикăра 2022 çулта Сабантуйсем хăçан ирттересси пирки указ кăларнă.14500
-
16 мая 2022 - 12:34Республикăра 120 ытла цифрăллă мероприяти ирттерме палăртнă Айрат Хайруллин Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗн тӗп пулăмӗсем çинчен каласа панă8900
-
16 мая 2022 - 11:28СИСТЕРСЕН ТЕ УКÇА АН ПАР Коррупцие хирӗç кӗрешесси мӗнле пырать республикăмăрта? ТР Президент управленийӗн коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсемпе тӗп советникӗ Салават Фоатович Рахимов тата ТР наукăпа вӗрентӳ министрӗн çумӗ, ТР Вӗрентӳ тата наука министерствин Вӗрентӳ сферинчи надзорпа тӗрӗслев департаменчӗн ертӳçи Рамис Гаптраисович Музипов нумай пулмасть журналистсемпе тӗл пулчӗç, кулленхи ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç.5800
-
16 мая 2022 - 10:13Мускав облаçӗнче ӗнер Ренат Ибрагимова пытарнă Паллă юрăç ӗнер мар пӗр кунӗ каçпа вилсе кайнă. Тутарстанăн кăна мар, пӗтӗм çӗршыв мăнаçлăхӗ 75-пе пыратчӗ7200
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.42100
-
29 апреля 2022 - 11:19Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăрЫрă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!41002
-
22 апреля 2022 - 20:22Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Раиса Николаевна ИЛЬГУЗИНĂНА 70 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян, ӗмӗрӳ вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.40600
-
13 мая 2022 - 11:25Патриотизм воспитанине парас яваплăха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансен хăйсем çине илмелле Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи (Çӗпрел районӗ) обелиск патӗнчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 77- çуллăхне халалланă митинга шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Карсаковăпа вырăс чӗлхипе литература учителӗ Екатерина Романова уçрӗç. Ялта сывă пӗр ветеран та, пӗр салтак арăмӗ те юлман ӗнтӗ. Вăрçă нуши-хуйхине, тертне, выçлăхне тӳснӗ виçӗ çын, вăл вăхăтра 10 – 15 çулта пулнă вăрçă ачисем, Елизавета Андреева, Нина Казакова, Анна Макарова пурăнаççӗ-ха, анчах 90 çула çитнӗскерсем питех тухса çӳреймеççӗ, çавăнпа Çӗнтерӳ уявне пыраймарӗç.47901
-
13 мая 2022 - 10:56Çӗнтерӳ маршне çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнаççӗ Павлă районӗнче Аслă Çӗнтерӳ 77 çул тултарнине халалланă «Эпир астăватпăр» Çӗнтерӳ маршӗ иртрӗ. Вăл районта йăлана кӗнӗ темелле ӗнтӗ. Кăçал марша хутшăнакансем Павлă хулинчи «Девон» Пăр керменӗ патӗнчен старт илчӗç те Васькино-Туйраллă, Потап-Тăмпăрлă, Тутар Тăмпăрлă, Удмурт-Ташлă, Усăллă, Поповка ялӗсем урлă авточупăва тухрӗç.29200
-
14 мая 2022 - 11:20Ытла та мăнаçлă-çке Иван Казанков пуçарăвӗпе тата тăрăшнипе çӗкленекен Сувар! Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчен тухса Уяв лапамне çул тытрăмăр. Малтан пӗвесем умӗн иртрӗмӗр, шыв варрине акăшсем валли пӗчӗкçеç çурт евӗр йăвасем вырнаçтарнă. Паяна кунта тăватă мăшăр акăш пурăнать. Пӗвесен шучӗ те виççе çитнӗ. Тӗп пӗве урлă кӗçех президент кӗперӗ пулмалла – никӗсӗ хатӗр. Вăрман пуçланнă тӗлте таçтан инçетрен авалхи Сувар хулашӗн крепоçӗ мăнаçлăн курăнса ларать. Ăшра пӗр пăлхантарса, пӗр хăпартлантарса яракан туйăмсем çуралаççӗ. Ытла та мăнаçлă-çке Иван Казанков пуçарăвӗпе тата тăрăшнипе çӗкленекен Сувар! Çак крепоçпе пӗрле чăваш ячӗ те ӳссе, тӗрекленсе пынăн туйăнать.26800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика