Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургра «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музей пур

Октябрӗн 28-мӗшӗнче Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче иртнӗ Уçă алăксен кунӗнче хулари шкул ачисемпе çамрăксем «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музейре пулса курнă.

Санкт-Петербургри Калинин районӗнчи «АртЛайн» студин хастарӗсем, Кириша хулинчи шкул ачисем тата «ИТМО Наци тӗпчев институчӗн» студенчӗсем Уçă алăксен кунӗнче Раççей халăхӗсен культурипе, йăли-йӗркисемпе паллашнă май «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музейре те пулса курнă. 

Вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Валериан Анатольевич Гаврилов вӗсене экскурси ирттерсех  музейпе паллаштарнă. Чăваш халăх аталанăвӗн историйӗ, паллă пулăмсем, чăваш тӗрри, космонавчӗсем, мӗнле-мӗнле мероприятисем иртни çинчен каласа панă вăл. Хусан тăрăхӗнче йышлăн пурăнакан чăвашсем çинчен экспедицисенче пухнă информацие те кăсăклансах итленӗ çамрăксем. Пуринчен ытла Санкт-Петеребругра чăвашсен паллă ӗçӗсем пурри тӗлӗнтернӗ вӗсене.

Ачасемпе çамрăксем чăваш тӗрриллӗ, тухйиллӗ пуканисене, 1924 çулта ăсталанă алтăра, XX ӗмӗрте тӗрленӗ сурпанпа кӗпесене тытса курма та ирӗк панă. Валериан Анатольевич «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музейре пулса курнисене пурне те асăнмалăх Раççей паллă ученăйӗ Никита Яковлевич Бичурин çинчен буклет парнеленӗ. Çамрăксем валли ятарласах Корея каллиграфийӗн, эрешсемпе наци вăййисен мастер-класӗсене те йӗркеленӗ. (В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России