Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сасăлав кăтартăвӗсемпе Тутарстан Мускавпа Санкт-Петербургран иртсе кайнă

Суйлав лару-тăрăвӗпе çыхăннă хăй шухăшне «Петербургская политика» фонд президенчӗ Михаил Виноградов та пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе Раççейре Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗ питӗ те лăпкă, эксцессемсӗр иртет. Виçӗ кунлăх сасăлав пирки маларах тӗрлӗ шухăш пулнине шута илсен те.

Суйлав лару-тăрăвӗпе çыхăннă хăй шухăшне «Петербургская политика» фонд президенчӗ Михаил Виноградов та пӗлтерчӗ.

Ун шучӗпе Раççейре Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗ питӗ те лăпкă, эксцессемсӗр иртет. Виçӗ кунлăх сасăлав пирки маларах тӗрлӗ шухăш пулнине шута илсен те.

  • Тутарстанра граждансен интересӗ суйлав патне пӗтӗм Раççейрипе танлаштарсан палăрмаллах пысăк, – терӗ вăл журналистсемпе Zoom урлă çыхăнăва тухса.

Тутарстанра сентябрӗн 19-мӗшӗнчи 15.00 сехет тӗлне 65 процент ытла çын сасăланине вăл пысăк кăтарту тесе хакларӗ. Мускавпа Санкт-Петербург кăтартăвӗсем самай пӗчӗкрех. Тутарстанри кăтартăва Виноградов республикăри политикăн хăйне евӗрлӗ лару-тăрăвӗпе, граждансен яваплăхӗпе, обществăра çирӗпленсе çитнӗ сасăлав культурипе ăнлантарчӗ. Фейксен темине ун шучӗпе ӳстерсе калаççӗ. Суйлавпа çыхăннă видеороликсем нумай маррине шута илсен уйрăмах.  

Сăнӳкерчӗк авторăн. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество

2
X