Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сасăлава хутшăннисем тӳлевсӗр концерта, кинона кайма, музейсене çӳреме пултараççӗ.

Культура министрӗн сăмахӗсемпе суйлав кунӗсенче культура учрежденийӗсене çӳрекенсен йышӗ ӳснӗ. Ятарласа суйлав вăхăтне нимле мероприяти те шутласа кăларман. Апла пулсан çынсемшӗн суйлав чăннипех уяв? Е тӳлевсӗр концерта каясси илӗртет-ши? Хусана ак сăмахран, Олег Газманов килет паян. Ăна «Ак Барс Арена» стадионра курма, итлеме пулӗ паян.

РФ Патшалăх Думине депутатсен суйлавне хутшăннисен сасăланине çирӗплетекен хут сулăпа (браслет)музейсене тӳлевсӗр кӗме пултарнă. Кун пирки ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнчи йышлă пресс-конференцисен черетлӗ спикерӗ пулчӗ вăл.

  • Ку кунсенче чăнах та культура учрежденийӗсене çӳрекенсен шучӗ ӳсрӗ. Суйлавпа çыхăнтарса ятарласа мероприятисем хатӗрлемен эпир. Пирӗн ӗç сезонӗ пуçланчӗ – çавă çеç. Театрсем ӗçлеме пуçларӗç. Ӗнер Г.Камал ячӗллӗ театрта постановка пулчӗ. Вăл Тинчурин фестивалӗ пуçланнипе çыхăннă. Ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, патшалăх симфони оркестрӗн сезонӗ пуçланчӗ, – терӗ министр.

Ирада Аюпова сăмахӗсемпе тӳлевсӗр мероприятисем республикăри  пысăк хуласемпе кашни муниципаллă районтах йышлă пулнă. Массăлла мероприятисем савăнăçлă иртнине шута илсен суйлав, чăн та, праçник тейӗн.

Хусансен паянхи кун «Мир» кинотеатрта тӳлевсӗр кино пăхма пултараççӗ. Çав шутра Ильдар Ягафаровăн «Исанмесез» фильмне те – 14.30 сехетре пуçланать вăл. Кино курас тесен маларах кинотеатра шăнкăравласа çырăнмалла. Хусанта сасăлава хутшăнакансем «Ак Барс Аренăра» кăнтăрла 14.00 сехетре пуçланакан концерта кайма пултараççӗ. Унта Гузель Уразова, Фирдус Тямаев, Салават Фатхутдинов, Uma2rman, Filatov&Karas ушкăнсем тата рэпер Мотпа Олег Газманов хутшăнаççӗ. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2021