Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сăтăрçăсем тек иртӗхеймӗç

Юраман вырăнта çӳп-çап пăрахма юратакансен тирпее хăнăхмах тивет. Мӗншӗн тесен вӗсене куншăн тӳлеттерме пуçлаççӗ. Ведомство фотоловушкăсем лартать.

 Юр кайсанах тепӗр пысăк ӗç пуçланать. Вăл – урамсене, парксемпе скверсене, çул хӗррипе çурт умӗсене тата ытти вырăнсене çӳп-çапран тасатасси. Яланхи пекех республикăра «ЭКОçуркунне – 2019» санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланчӗ. Хăнăхнă йăлапа кăçал та икӗ тапхăрпа (апрелӗн 1-мӗшӗ – май уйăхӗн 31-мӗшӗсенче районсенче, майăн 14-31-мӗшӗсенче республика шайӗнче) иртет. Çак вăхăтра çутçанталăк сыхлавӗн ведомство ӗçченӗсем вăйлатнă ӗç режимӗ çине куçаççӗ.

Кăçал çӗнӗлӗхсӗр те мар, «Дюрасел Рашша» тулли мар яваплăхлă обществăпа пӗрле республикăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 300 учреждени хушшинче батарейкăсем пуçтарас енӗпе акци ирттерет. Çак тӗлӗшпе «Дюрасел Раша» батарейкăсене пухма тӗрлӗ калăпăшлă савăтсем парать. Чи хастаррисене «Чи лайăх шкул», «Чи лайăх шкул ачи» номинацисемпе хаклӗç.

Юраман вырăнта çӳп-çап пăрахма юратакансен вара тирпее хăнăхмах тивет. Мӗншӗн тесен вӗсене куншăн тӳлеттерме пуçлаççӗ. Сăтăрçăсене асăрхас шутпа республикăра фотоловушкăсем вырнаçтарма тытăннине хыпарлать экологи министерстви. Ятарлă оборудование пӗтӗмпе 756 пин тенке яхăн туяннă вăл. Хальхи вăхăтра кун пек «капкăнсем» республикăра 21. Шăпах çакăн чухлӗ камера лартма ӗлкӗрнӗ. Камрăсен ӗçӗ ансат: куçнине асăрхакан датчиксем пулăшнипе ӳкерекен сăнӳкерчӗк тӳрех экологсен компьютерӗ çине каять. 

Усси пуласси иккӗлентермест. Пӗлтӗр çутçанталăк законне пăсакан 123 сăтăрçа тытса 103 протокол çырнă иккен. (Сăнӳкерчӗксем eco.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология