Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Савăнма иртерех: коронавирус та пирӗнпе пӗрле Çӗнӗ çула кӗтсе илчӗ

Шел пулин те коронавирус мурӗ те пирӗнпе пӗрлех Çӗнӗ çула кӗчӗ. Çак усалтан хăтăлма нумайăшӗ ӗмӗтленчӗ пулмалла та, çавах ковид-19 парăнасшăн мар. Чир сарăласси, шел пулин те, пӗр шайра тăрать. Вилекенсен шучӗ пӗр талăкра кăна 6 çынпа танлашнă. Çавна кура республикăра чару мерисене малаллах тăсма шутланă. Кун пирки ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Тутарстанра Covid-19 вируспа чирлесси пӗр шайра тăрать. Январӗн 8-мӗшӗ тӗлне республикăра чирлекенсен шучӗ 43 пин те 447 çынпа танлашнă. Юлашки талăкра 94 çын чирленӗ. Кун пирки ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Пандеми вăхăтӗнче корнавируспа чирлесе вилнисен шучӗ паяна 1481 çын. Вӗсенчен 6-шӗ юлашки талăкра пурнăçран уйрăлнă. Чирлекенсен шучӗ пӗр шайра тытăнса тăнине кура республикăра чару мерисене тăсма йышăннă.  

«Çӗнӗ çул мероприятийӗсем малаллах тăсăлаççӗ. Анчах чарусене çемçетмелле мар. Пур мероприятие те профилактикăпа санитари мерисене пăхăнса ирттермелле», – хушнă премьер-министр.

Çавăн пекех вăл эпидемие хирӗçле чарусене тытса пынине тӗрӗслеме рейдсем йӗркелеме хушнă.

Паянхи куна Тутарстанра вакцинăн пӗрремӗш компоненчӗпе 2 миллион та 293 пин те 281 çын прививка тутарнă. 60 çултан иртнисен хушшинче вакцинацие пурӗ 569 683 çын тутарнă. Вакцинаци тепӗр хут иртнисен шучӗ 138 пин çынпа танлашнă.

Медицина учрежденийӗсенче вакцина çителӗклӗ – 454 пин доза.  Прививкăна вакцинацин 170 пунктӗнче тутарма пулать.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье