Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Савнине чутах çунтарман... чӗрӗллех

Мартăн 19-мӗшӗнче Анат Кама районӗнче пулнă преступлени хăрушă киноринчен кая мар. Следстви управленийӗн сайчӗ кунта 26-ри арçын ача кӗтекен 19-ти савнине чутах чӗрӗлле çунтарса яманнине хыпарлать.

Следствирен курăннă тăрăх, арçын çав кун юлташӗсемпе Анат Кама хулинче эрех ӗçнӗ вăхăтра савнине шăнкăравласан, ăна лешӗ килте хăй кăна мар пек туйăннă. Кӗвӗçӳпе тулнăскер, такси тытнă та Шереметьевка ялне, савнийӗ патне вӗçтернӗ. Çула май лавккана кӗрсе вут чӗртмелли хатӗр те туяннă. Киле çитсен ним каласа тăмасăрах вăл шӗвеке пулас ачин амăшӗн ури айне чашлаттарнă та пирус тӗпне пăрахнă. Юрать-ха, хӗрарăм пӳртрен чупса тухса кӳршисем патне тарса кайма ӗлкӗрнӗ.

Кӳршисем панă та ăна привайхи пулăшу, çийӗнчех экстреннăй службăна чӗнтернӗ. Кӗвӗç арçын вара  преступлени пулнă вырăнтан тарса пытаннă. Ăна хальхи вăхăтра полици шырать. Шел, çурт тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă, пулас анне Республикăри клиника больницинче сипленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия