Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ачасем шкула каяççӗ-и?

Шкулсем 1-11 класс ачисене сентябрӗн 1-мӗшӗнче йышăнма хатӗрленеççӗ, анчах вӗренӳ шкулта е дистанцилле майпа пулассине Роспотребнадзор татса парать.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ çывхарнă май, шкул çулӗнчи ачасен ашшӗ-амăшӗсене чи хумхантаракан ыйту вăл – ачасем шкула кайӗç-и е дистанцилле майпа вӗренӗç-и? Кун пирки сахал мар сас-хура çӳрет халăхра. Çавăнпа республика журналисчӗсем «Татмедиа» агентствăра çак кунсенче иртнӗ пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗнчен Р. Бургановран ыйтăва уçăмлатма ыйтрӗç.

Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра республика çӗнӗ вӗренӳ çулне штатри режимпах хатӗрленет. Урăхла каласан, 1-11 класс ачисене сентябрӗн 1-мӗшӗнче йышăнма шкулсене хатӗрлет. Пӗлӳ кунӗн уявне те хальлӗхе пăрахăçламан. Чăн та, тепӗр темиçе эрнерен республикăра санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ мӗнле пулассине никам та калама пултараймасть.Çитменнине ют çӗршывсене канма кайма чикӗсене уçнă чух. Сăмах май, Раççей çыннисем канма килӗштерекен Турци курорчӗсенче коронавируспа лару-тăру çивӗç, чирлекенсен шучӗ куллен 900-шер çын хушăннине пӗлтерчӗç унта  пурăнакан ентешсем. Министр ачасем кăçал сентябрӗн 1-мӗшӗнче шкулсенче е дистанцилле майпа килте вӗренессине Роспотребнадзор татса парассине пӗлтерчӗ. Çавăнпа та, туссем, кӗтетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: школа