Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 20-мӗшӗнчен те шкулсем хупăнмаççӗ

Ачасем хăрушсăрлăх мерисене питӗ аван пăхăнаççӗ кăна мар, аслисене те вӗрентме пултараççӗ.

Шкул ачисен ашшӗ-амăшӗ хушшинче сентябрӗн 1-мӗшӗ пирки нумай сас-хура çӳрерӗ пулсан та,  2020-2021 вӗренӳ çулӗ вăхăтра тата шкултах пуçланчӗ. Халӗ ашшӗ-амăшӗсен каллех иккӗленӳ, сентябрӗн 20-мӗшӗнчен шкулсене хупса ачасене дистанцилле вӗренме куçараççӗ текен сас-хура çӳрет. Ку ыйтăва ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева Андрей Кузьмина панă интервьюра уçăмлартрӗ. «Тутарстан влаçӗн республикăри шкулсене сентябрӗн 20-мӗшӗнчен хупас планӗ çук. Пирӗн хăрушсăрлăх йӗркисене пăхăнса ӗçе малалла тăсмалла. Кашни класс пӗр кабинетра кăна ларать, шкула тӗрлӗ вăхăтра килет. Ку вăл чир тăрук сарăлса каясран сыхланмалли мера. Сыхланакана Турă сыхланать тенешкел. Сентябрӗн 1-мӗшне эпир яланхи режимпах пуçларăмăр, шкулсене хупасси пирки сăмах пымасть. Ачасем хăрушсăрлăх йӗркисене питӗ аван пăхăнаççӗ кăна мар, аслисене те вӗрентме пултараççӗ», – терӗ вице-премьер. Лейла Фазлеевăран илнӗ интервьюна «Татар-информăн» в YouTube каналӗнче тата  «Интервью без галстука с Андреем Кузьминым» программăра паян, вырсарникун, 13.30. сехетре курма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество