Сувар

Шаннă йăва кайăксăр ан пултăр

Пая кӗрсе çурт-йӗр лартассинче (долевое строительство жилья) дольщике хӳтӗлекен нормативлă база пуррине пăхмасăр çын шучӗпе пуяс текенсем чакмаççӗ. Раççейре проблемăллă объектсем паянхи куна 900 ытла, вун-вун пин улталаннă, нимӗнсӗр тăрса юлнă çын.

Айăпӗ нумай чухне кунта дольщикра хăйӗнче, урăхла каласан застройщика ытлашшипех шаннинче. РФ Следстви комитечӗн  Тутарстанри управленийӗ пая кӗрсе çурт-йӗр тума шутланисене питӗ тимлӗ пулма ыйтать. Урăхла каласан, укçа тӳличчен малтан застройщикăн докуменчӗсене лайăх тӗрӗслемелле, патшалăх регистрацине иртни çинчен свидетельствăна кăтартма ыйтмалла тата ытти те.  Тимлӗхе илмелли  документсен тулли списокне РФ Строительство министерствин www.minstroyrf.ru сайтӗнче вырнаçтарнă. Унтах Раççейри проблемăллă мӗнпур çуртăн списокӗ те пур.

Хисеплӗ, вулакансем, пая кӗрсе çурт лартса пурăнмалли кӗтес туянма шутларăр-тăк, тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: