Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШЕЛЛЕНИ ВĂЛ ЮРАТНИ МАР

Зуфар Хайруллин: «Мухтани кирлӗ мар. Маншăн картинăра ӳкернӗ ачасен шăпи кирлӗрех»​

Сценарист тата режиссер Зуфар Хайруллин сывлăх енӗпе çирӗпех мар ачасем çинчен «В любви» тулли метрлă документлă кино ӳкернӗ. Мӗн хистенӗ-ха ăна çакна тума? Ун шучӗпе, сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççӗ. Вӗсен те выляс, вӗренес, пурнăçра хăйсене тупас килет. Анчах сывлăхпа çыхăннă​ проблемăсем нумай чăрмав кӳреççӗ. Общество та хăй пуласлăхне кун пек ачасемпе çыхăнтарасшăн мар. Шеллеççӗ е курмăш пулма тăрăшаççӗ. Шеллени вăл юратни мар. Режиссер шучӗпе, шеллени ачан малалла талпăнас хавхаланăвне сӳнтерет, вăл хăйне шанми пулать. Юратни, пултараслăха шанни вара çунат хушать. Шăп çак шухăша тӗпе хунă та Зуфар Хайруллин кино ӳкерсе.

Сюжет 1№ интернат-шкулăн ачисем тавра йӗркеленнӗ. Атьсем кӗске хушăрах флорбол (залри хоккей) вăййа алла илнӗ. Алла илнӗ кăна мар, сывă ачасен командисене çӗнтерме пултарнă. Мӗншӗн тесен вӗсене тренер шанать, сывă ачасемпе пӗр тан хурса кашни кун тренировкăсем ирттерет. Атьсемшӗн вăл наставник те, юлташ та, атте вырăнӗнче те. Сăмах Андрей Бычков пирки.​ Февралӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцие вăл та пынăччӗ тата «Татаркино» директорӗ Миляуша Айтугановăпа Раççейӗн Ятарлă Олимпиадин Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ, Атăлçи физкультурăпа спорт тата туризм академийӗн адаптивлă физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхӗн кафедрин ертӳçи Лариса Парфенова.
– Хусанта сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен флорбол команди пуррине Лариса Анатольевнăран пӗлтӗм. Вӗсем шăпах Пӗтӗм Раççейри ăмăртăва хатӗрленетчӗç. Пуçланчӗ ӗç: ачасен пурнăçне, кулленхи кунпа хутшăнăвӗсене, тренировкăсене ӳкересси, – сăмах хушрӗ Зуфар Хайруллин. – Курасчӗ сирӗн вӗсен куçӗсем еплерех çуннине! Андрей Юрьевичăн кашни хусканăвне, сăмахне ăша илеççӗ вӗт.
Зуфар Хайруллин сăмахӗпе, ачасемпе кино ӳкересси пӗрре те​ йывăр пулман. Вӗсене хăйсем мӗн-тӗр пултарни, çитӗнӳсем туни хавхалантарнă, вăй панă.
Лариса Анатольевна сăмаха сывлăх енчен çирӗпех маррисен спорт юхăмӗ çинчен каласа панипе пуçларӗ. Ятарлă Олимпиада 30 çул каялла Америкăра пуçланнă, хутшăнакансен шучӗ паяна 6 миллион çын ытла. Çавсен хушшинче ытларах ăс-тăн аталанăвӗпе хăйнеевӗррисем. Раççейре Ятарлă Олимпиада юхăмне кӗрекенсен шучӗ 6 пинрен каçнă. 2023 çулта, январӗн 21-27-мӗшӗсенче Хусанта Ятарлă Олимпиадăн Хӗллехи тӗнче вăййисем иртеççӗ. Программăна кӗнӗ 7 тӗрлӗ спорт тӗсӗ хушшинче флорбол та пур. Çав ăмăртусене хатӗрленет те 1№ интернат-шкулăн команди.
– Андрей Бычковăн команди флорболпа Хусан хулин первенствин сывă ачасем хушшинче иртекен ăмăртусене те хутшăнать. Икӗ çул каялла 2-мӗш вырăн йышăнса Раççейӗн сборнăйне кӗме пултарчӗç. Ку вара Хусанта иртекен тӗнчери Ятарлă Олимпиадăна хутшăнма çул уçрӗ.
Лариса Анатольевна шучӗпе, сывлăх енчен çирӗпех маррисемпе ӗçре педагог пӗлтерӗшӗ пысăк:
​ – Андрей нумайăшӗшӗн çемье пулса тăчӗ. Вăл кумир та, атте те, юлташ та. Фильмра ăна хăвăр та куратăр. Зуфара вара пысăк тав, вӗсене тимлӗхе илнӗшӗн.​ ​
– Фильмра ӳкерӗнни мана та, атьсене те килӗшрӗ, – терӗ калаçăва хутшăнса Андрей Бычков. – Пирӗншӗн ку çӗнӗ опыт. Ăмăртусем пирки каласан, хамăрăн хула чысне хӳтӗлеме пире шанни çав тери кăмăллă, атьсем хăйсем обществăна кирлине туйса илни паха.
Сăмах май, Андрей Бычков профессилле спортсмен, 11 çул «Рубин» футбол командинче тăнă. Вăл каласа панă тăрăх, ачасене флорболпа интереслентерме нумай та вăхăт кирлӗ пулман. Малтанласа мини-футболла, пионерболла вылянă. Кирлӗ инвентарьпе, клюшкăсемпе тивӗçтерсенех вӗсем хаваспах çӗнӗ спорт тӗсӗпе тренировкăсене пуçланă. Андрей Бычковăн педагог стажӗ 12 çул. 7-мӗш класранпа​ тренер пулма ӗмӗтленнӗ. Май пулсанах интернат-шкула специальноçне кура педагог-психолог пулса вырнаçнă. Унтан хăй çине тренер тивӗçӗсене те илнӗ. Андрей Юрьевичшăн чи кирли инвалид ачасене хăйсене шанма вӗрентесси.
– Шел те, пурте кун пек ачасемпе хутшăнасшăн мар. Ман юлташсем хушшинчех пулăшакансем пур, кроссовкисем, ытти кирлӗ япала парнелеççӗ, анчах ачасемпе тӗл пулма ыйтсан килӗшмеççӗ. «Çук, эп пултараймастăп, курсан пăшăрханма тытăнатăп», – тесе парнисене крыльца умне хурса хăвараççӗ. Ачасен вара çак геройсене курас, паллашас килет. Вӗсене шеллени мар, тус пулни, йышăнни кирлӗ, – чунрине уçрӗ тренер. ​
Миляуша Айтуганова мартăн 1-мӗшӗнче республикăра Документлă кино кунӗсем пуçланнине пӗлтерсе кăштах ун программи çинче чарăнчӗ. Унтан «В любви» кино çине куçрӗ.
– Зуфар «Мир» кинотеатрта фильма кăтартма сӗнӳпе пырсан хаваспах килӗшрӗм. «В любви» картинăн хавхалантарас вăйӗ пысăк. Эпир, сывă ал-ураллă çынсем, час-час пурнăçа ӳпкелетпӗр. Ку атьсем вара ниме пăхмасăр малалла талпăнаççӗ. Пурăнас хăват вăйлă вӗсенче. Депрессие каяс мар тесен час-час пăхмалла мотивацилекен киносене. Малтанласа кино ячӗ тӗлӗнтерчӗ. Анчах Зуфарăн ку енӗпе харпăр концепци пур. Юратура çеç çын çитӗнӳ тăваять. Çак фильмпа уçăлаççӗ те документлă кино кунӗсем, – паллаштарчӗ Миляуша Айтуганова.
«Татаркино» ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, кино кунӗсен программинчи виçӗ альманахран пӗри шăпах сывлăх енчен çирӗпех маррисем çинчен. Çавсенчен пӗри Наталья Топал режиссерăн суккăр ачасем çинчен ӳкернӗ «Будьте же счастливы» картини, тепри Солтан Сунгатуллинăн ДЦПпа чирлӗ çамрăк çинчен «Танцуй в углу» киновӗ.
Миляуша Айтуганова шучӗпе, «В любви» кинофильм Хусанти халăхсен хушшинчи кинофестивале те юрăхлă. Зуфар Хайруллин заявка парас пулсан фильмăн конкурс программине кӗрес шанăçӗ пысăккине пӗлтерчӗ. Режиссер кун пирки кинопремьера хыççăн шутласа пăхап​ терӗ.
– Журналистсем валли ятарласа хупă кăтарту йӗркелетпӗр. Мана вӗсен реакцийӗ интереслӗ. Малалла пăхăпăр унта. Чăннипе калатăп, мухтани кирлӗ мар. Маншăн картинăра ӳкернӗ ачасен шăпи кирлӗрех. Улшăнӗ-и вӗсем патне общество кăмăлӗ кинона пăхнă хыççăн, витерейӗпӗр-и эпир вӗсен чунне? – чунне уçрӗ режиссер.
– Документлă кино ӳкересси йывăртарах та, чăннипе çапла. Тата халӗ вăл трендра. Интернет ресурссенче те вӗсене нумай пăхаççӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?​ Мӗншӗн тесен документлă кино пурнăçа сăнлать, шутласа кăларни çук унта. Эпир улшăнса пыракан тӗнчере пурăнатпăр. Вӗсене вара историре хăвармалла. Документлă кино çак задачăна пурнăçлать те. 20, 30 çултан вӗсем уйрăмах паха та хаклă пулӗç, – пӗтӗмлетрӗ Миляуша Айтуганова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев