Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсене хупма никам та шутламасть

Роспотребнадзор эпидемиологине хирӗҫ кӗрешме йышӑннӑ мероприятисене оперативлӑ ирттерет: чирленӗ ҫынна изоляцилет, сӑнать, контактлӑ ҫынсене тӗрӗслет, дезинфекци ирттерет.

 

Тутарстанра ачасене дистанциллӗ вӗренӗве куҫарма хатӗрленмеҫҫӗ. Кун ҫинчен "Татар-информ" агентствӑра иртнӗ пресс-конференцире Тутарстанри Роспотребнадзорӑн Управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина пӗлтернӗ.

«Сентябрӗн 1-мӗшӗнченпе пирӗн тӗрлӗ шкулсенчи 25 педагог тата 7 шкул ачи кӑна Covid-19-па чирлерӗҫ. Паянхи куна икӗ ача сывалнӑ, шкула ҫӳреҫҫӗ, пиллӗкӗшӗ карантинра лараҫҫӗ.
Килӗшсемӗр, 400 пин шкул ачи ҫинче кун чухлӗ тӗслӗх кӑна пулни, юлнӑ шкул ачисене дистанциллӗ вӗрентӳ ҫине ямаллине пӗлтермест",– тесе палӑртнӑ спикер.
Тӗп санитари врачӗ хушса каланӑ тӑрӑх,  паянхи куна шкул ачисене дистанцири вӗрентӳ ҫине куҫарасси пирки сӑмах пымасть.
Ведомство пуҫлӑхӗ педагогсемпе вӗренекенсен хушшинче Covid-19-па чирленӗ тӗслӗхсемпе хӑвӑрт ӗҫленин эффективлӑхӗ ҫинчен каланӑ. Роспотребнадзор эпидемиологине хирӗҫ кӗрешме йышӑннӑ мероприятисене оперативлӑ ирттерет: чирленӗ ҫынна изоляцилет, сӑнать, контактлӑ ҫынсене тӗрӗслет, дезинфекци ирттерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев