Шкулта мӗн вӗренни кирлӗ пулать

« Ача чухне эпӗ пысăк ертӳçӗ пулма ӗмӗтленмен, манăн инженер пулас килетчӗ, техникăна юрататтăм. Мӗн пулмалли пулчӗ», – хуравларӗ ачасене Президент.
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери ачасен ӗмӗчӗсем пурнăçланнă куна халалланă «Ача-пăча юррисен марафонӗн» резиденцийӗн креативлă индустрисен «Штабӗнче» пулчӗ. Çамрăк ертӳçӗсем республика ертӳçине темиçе ыйту пачӗç тата ача чухнех çакăн пек пысăк должноçри ертӳçӗ пулма ӗмӗтленнипе ӗмӗтленменни кăсăклантарчӗ вӗсене. «Ача чухне эпӗ пысăк ертӳçӗ пулма ӗмӗтленмен, манăн инженер пулас килетчӗ, техникăна юрататтăм. Мӗн пулмалли пулчӗ», – хуравларӗ вӗсене Президент. Тепӗр ыйту шкулти предметсем çинчен пулчӗ. «Шкулта кăна мар, аçăр-аннӗрсенчен те, педагогсемпе наставниксенчен те вӗренмелле. Хăвăрăн пуринчен ытла мӗн лайăхрах пулни çине тимлӗх уйăрмалла. Шкул программи тенӗрен, никам та пӗлмест ӳссен ăçта пуласса, çавăнпа шкулта мӗн вӗрентни пурте кирлӗ пулать. Хам эпӗ пуринчен ытла химипе ют чӗлхесемпе кăсăкланнă пулăттăм. Çав вăхăтрах çыннăн тăван чӗлхесене, çӗршывăн историне те тата тӗнче тăрăх пулас çулçӳревсем валли географие те лайăх пӗлмелле. Ку предметсене вăтам шайра пӗлетӗп эпӗ. Пирӗн нефть уçлакан,тирпейлекен республика. Специалистсемпе калаçма тытăнсан сăмах мӗн çинчен пынине манăн ăнкармаллах»,– терӗ предметсем пирки вăл. Хăй вăл шкулта та, аслă шкулта та лайăх вӗреннӗ. Рустам Нургалиевич сăмахӗсемпе, математикăпа физика, биологи те кирлӗ, уйрăмах информатика. Мӗншӗн тесен унăн пӗлтерӗшӗ кунран кун ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать7600
-
26 января 2021 - 17:41Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ Мӗне чарман – ҫавна юрать5500
-
26 января 2021 - 16:52Пӗлтӗр Тутарстанра 255 километр ҫул тӑвӑннӑ Иртнӗ ҫулта Тутарстан Республики 11 наци проектне кӗрекен 50 федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗре хутшӑннӑ4100
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8000
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8000
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне8600
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127000
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.19502
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19400
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика