Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУПАШКАРТА ХУСАНКАЙ ПАРКНЕ ТĂВАСШĂН

Петӗр Хусанкай поэтăн çуралнă кунне халалланă конференцире Чăваш Ен тӗп хулинчи 49-мĕш шкул çывăхĕнче йывăçсем лартса Хусанкай паркĕ çитĕнтересси, поэт çуралнă кун Хусанкай вулавĕсем, çулсерен ăслăлăх конференцийĕ ирттересси, шкулта поэта чысласа музей уçасси пирки калаçу пулчĕ.

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петĕр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр вун икĕ çул çитрĕ. 2007 çултанпа сумлă поэтăн çуралнă кунĕнче Шупашкарта Петĕр Хусанкай вилтăпри умне чăваш интеллигенцийĕ пухăнать. Кăçал та кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче пантеона хисеплĕ поэта чыслама, пуç тайма чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем, Шупашкар хулин В. Архипов милицин генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем, чăваш чĕлхи учителĕсем çитрĕç.

Чыслава В. Степанов журналист йĕркелесе пычĕ. Тухса калаçакансем П. Хусанкай ывăлĕ А. Хусанкай, В. Родионов, В. Кервен, М. Карягина, А. Иванов-Аксар, С. Гордеева, Г. Никифоров, С. Петрушкина Хусанкай поэзийĕ чăваш халăх шухăш-кăмăлне лайăх пĕлнипе, саманан чи çивĕ ыйтăвĕсене хускатнипе паян та чăвашла шухăшлама, тĕрĕс пурăнма хавхалантарса тăнине палăртрĕç. В. Архипов милицин генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем Петĕр Хусанкай сăввисене илемлĕ каларĕç. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре Шупашкар хулин П.П. Хусанкай ячĕллĕ 49-мĕш шкулĕнче «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕн ырă витĕмĕпе вĕренекенсен кăмăл-сипечĕпе патриотлăх туйăмне аталантарасси» темăпа педагогика конференцийĕ иртрĕ. Шкул коллективĕ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» проект хатĕрленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем Хусанкай сăввисене акт залĕнче илемлĕ янăраттарчĕç, юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ предмет вĕрентекен учительсем вара поэт ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе уроксемпе класс тулашĕнчи ĕçсенче мĕнлерех усă курмалли çинчен докладсем турĕç.

Тĕп пĕтĕмлетÿре 49-мĕш шкул çывăхĕнче йывăçсем лартса Хусанкай паркĕ çитĕнтересси, поэт çуралнă кун Хусанкай вулавĕсем, çулсерен ăслăлăх конференцийĕ ирттересси, шкулта поэта чысласа музей уçасси пирки калаçу пулчĕ.

Г. НИКИФОРОВ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России