Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасем, эсир маттур!

Паян Шупашкарта шкул ачисен чăваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиади.

Çак самантсенче Аксу, Пăва, Çӗпрел, Çарăмсан, Алексеевски, Анат Кама, Теччӗ районӗсенчи чăваш шкулӗсенче вӗренекен 16 ача Шупашкарта И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче чăваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиадăра. Тăван чӗлхене мӗнле пӗлнине Чăваш Енрен тата регионсенчен пурӗ 62 вӗренекен кăтартӗ. Республика тулашӗнчисен шутӗнче яланахи пекех кăçал та тутарстансем йышлăрах, олимпиадăна 16-ăн хутшăнаççӗ. Ульяновск облаçӗнчен пурӗ те 1 ача кăна. Шел те, Пушкăртсанран çук. Пӗчӗк ентешӗмӗрсене тата вӗсен вӗрентекенӗсене олимпиадăра ăнăçу сунатпăр, эсир маттур! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование