Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУРКИН ТУРНИРӖ – 22-МӖШ ХУТ

Çамрăк кӗрешӳçӗсене 11 виçе категорийӗнче хакларӗç

Февралӗн 19-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн спорт залӗнче 1999 çулхи декабрь уйăхӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чух Чечня çӗрӗ çинче пуç хунă Александр Шуркина асăнса регионсен хушшинчи ирӗклӗ кӗрешӳ турнирӗ 22-мӗш хут иртрӗ.

Кăçалхи турнирăн хисеплӗ хăнисен шутӗнче Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров, унăн çумӗ Айрат Залялов, Çапăçусене хутшăннă ветерансен, пограничниксен тата ытти çарсен запасри çар çыннисен «Щит Отечества» регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи Дамир Биктимиров, Александр Шуркинăн амăшӗ Елена Ивановна, тăван пиччӗшӗ Юрий Шуркин, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, районти Ветерансен канашӗн председателӗ Виктор Петухов пулчӗç. Марат Ринатович Сашăн амăшне чӗререн хисеплесе, чăн-чăн патриот çитӗнтернӗшӗн тав туса асăнмалăх парне пачӗ. Елена Ивановна вара турнира йӗркелекенсене, курма пынисене пурне те хăйӗн ывăлне манманшăн, пӗрмаях асра тытнăшăн тав турӗ.
Кăçал турнира Çӗпрел районӗнчи тата Ульяновск облаçӗнчи шкулсенче вӗренекен 60 яхăн кӗрешӳçӗ хутшăнчӗ. Ăмăртакансене шкулта вӗренекен хӗрачасем концерт номерӗсемпе хавхалантарчӗç. Турнирăн тӗп судйи спорт мастерӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тренер Петр Рафиков пулчӗ, кавир çинчи кӗрешӗве пăхса хаклакан судьясем çавăн пекех Андрей Батанов, Вячеслав Тражуков тата Николай Чекмарев тренерсем пулчӗç.
Çамрăк кӗрешӳçӗсене 11 виçе категорийӗнче хакларӗç. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене медаль, грамота тата асăнмалăх парне парса наградăларӗç. Йӗркелӳçӗсем турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене чӗререн тав тăваççӗ, пурне те çирӗп сывлăх, çемьере килӗшӳлӗх, ӗçре çитӗнӳсем тума сунаççӗ. Вӗсемсӗр ку турнир иртеймӗччӗ те.
Тата çакна та палăртса хăвармалла: «Щит Отечества» регионти обществăлла организацин ертӳçи Дамир Биктимиров Александр Макарова, Петр Карсакова, Юрий Шуркина, Сергей Патшеева, Сергей Афиногентова «Раççей патриочӗ» медальпе наградăларӗ.

Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев