Сувар

Шута илмен салтак çук

Теччӗ районӗнчи Ильинское ялӗнчи çăлтăрлă палăк лартнă вилтăпри камăн иккенӗ нумай çул паллă пулман. Пӗлекенсем вилсе пӗтнӗ, çырса хăварни те çук.

Медсестрара нумай çул ӗçленӗ Нина Александровна Борисова темиçе çул каялла Çӗньял историкне Анатолий Сергеевич Хохлова ялта паллă мар çар çыннин вилтăпри пуррине, ăна çӳп-çап купи айне тунине хурланса пӗлтермен пулсан тата миçе çул манăçра пулатчӗ-ши ку салтак?

Ахаль таврапӗлӳçӗ вилтăприне пӗрре пăхнипех  хăш тӗн çыннине пытарнине пӗлейместчӗ те пулӗ-и тен, анчах  Анатолий Хохлов мар. Вилтăпри еврейсен пулнине тӳрех ăнланнă вăл. Еврейсем вара ку тăрăха окоп чавма килме пултарнине лайăх чухлать историк. Архивсенче пӗрчӗн-пӗрчӗн информаци пухма тытăнать. Çапла майпа хайхи этем 1941 çулта 1313 Çар ӗç колоннинчи 1000 çынпа пӗрле Хусана эвакуациленӗ 22-мӗш завода çӗклеме килнӗ пулнă, анчах вырăнтисем Теччӗ тăрăхне окоп чавма янă-мӗн ăна. Йывăр условисене пула чирӗ шала кайнипе вилнӗскере Льяшево ял советӗнче регистрациленӗрен извещение тӗрӗс мар çырнă. Çавăнпа тăванӗсем унăн вилтăпри пачах урăх çӗрте тесе шутласа пурăннă.

 Теччӗ тӗпчевçи çак çынна документсем тăрăх вăл Мирон Наумович Пилипер пулнине пӗлсен, тăванӗсене Мускаври еврейсен общини урлă шырама тытăннă. Çапла темиçе çула тăсăлнă шыравӗ хальхинче те ăнăçлă вӗçленнӗ унăн. Мирон Наумовичăн мăнукне Вячеслав Семенович Пилипера тупнă вăл. Пӗлтӗр Çӗнӗ çул умӗн А.Хохлов унпа малтан телефонпа çыхăннă, кайран Мускавра Художниксен çуртӗнче тӗл пулнă.

Пилиперсем Мускаври паллă скульпторсен династийӗ-мӗн. Вячеслав Семенович та акă паллă скульптор. Теччӗ историкӗн хыпарӗ уншăн пач кӗтмен япала пулнине пытарман вăл. Пилиперсем кăçал май уйăхӗнче Ильинское ялне тăванӗн вилтăпри çине килме хатӗрленеççӗ халӗ. Палăк лартма шутлаççӗ. (А.Хохлов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: