Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкула каяс вырăнне больницăна лекнӗ

Алексеевский район центрӗнче 7-ри ача вутпа вылянипе 60 процент чухлех пиçнӗ. Вăл хальхи вăхăтра Хусанти ожог центрӗн реанимацийӗнче, пурнăçӗшӗн тухтăрсем кӗрешеççӗ.

Инкек ӗнер, августăн 31-мӗшӗнче, кăнтăрла Алексеевски поселокӗнче пулнă. «Татар-информ» агентство ТР МЧС пресс-службин хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, тăватă шăпăрлан шăрпăк туянса гаражсем хыçне кайнă. Унта типӗ курăк, турпас пухса кăвайт чӗртнӗ. Кăвайта пластик бутылка та пăрахнă. Ирӗлме тытăнсан ачасенчен пӗри бутылкăна вут çинчен илнӗ хушăра ун ăшӗнчи шӗвек (растворитель пулнă вăл) тепӗр ача çине сирпӗннӗ. Ачан тумне самантарх вут тивнӗ. Паллă ӗнтӗ, хăйсем тӗллӗн сӳнтереймен. Пушар гаражсем çине сиксе ӳкес хăрушлăха  асăрханă çынсем тӳрех экстреннăй службăсене шăнкăравланă. Телее, пушара хăвăрт сӳнтернӗ, анчах ача 60 процент чухлӗ пиçме ӗлкӗрнӗ. Ăна малтан район больницине, кайран Республикăн ача-пăча клиникинех леçнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия