Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Социаллă çурт-йӗршӗн амăш капиталӗпе тӳлеме пулать

Июнӗн 28-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференци амăш капиталне илнӗ çемьесене ырă хыпарпа савăнтарчӗ. Социаллă ипотекăпа туяннă çурт-йӗрӗн пирвайхи взносне вӗсем июлӗн 15-20 - мӗшӗсенчен амăш капиталӗпе тӳлеме пултараççӗ.

Республикăри çемьесен ку енӗпе йывăрлăхсем 2020 çулхи октябрь уйăхӗнчен, РФ Правительствин «Пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма амăш капиталӗпе усă курас правилисене улшăнусем кӗртесси çинчен» постановленийӗ вăя кӗнӗ хыççăн пуçланнă. Раççей Пенси фончӗ социаллă ипотекăпа илнӗ çурт-йӗршӗн амăш капиталӗн укçине куçарма пăрахнă ун чух. Çапла майпа республикăра 25 çул ăнăçлă пурнăçланакан программăн унчченхи схеми ӗçлеме чарăннă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашне çемьесенчен нумай çыру килнипе Тутарстан парламенчӗ РФ Правительствин Председательне Михаил Мишустинран çӗнӗ правилăсене тӳрелӳсем кӗртме ыйтнă.

Телее, тутарстансене Мускав илтнӗ. Чăн та, амăш капиталӗпе усă курас тесен ача 3 çула çитиччен кӗтме тивет. Раççейре шулӗкле ӗçсен çӗнӗ схемисем ан йӗркеленччӗр тесе тунă иккен çапла. Социаллă ипотека программине хутшăнакан çемьесем пӗрремӗш взноса амăш капиталӗпе тӳлес йӗрке ансат. Вӗсен малтан Госжилфонда заявлени тăратмалла. «Строим будущее» кооператив вара хваттерӗн харпăрлăх правине хăй çине куçарса кирлӗ мӗнпур документа хатӗрлет. Çемье çак документсемпе  Пенси фондне каять. Кун хыççăн амăш капиталӗн укçине Пенси фончӗ кооператива куçарать.Спикерсем ӗнентернӗ тăрăх, çӗнӗ правилăсемпе çемье хушма хут пуçтармалла мар. Пӗтӗмӗшле йӗрке 2020 çулхи октябрь уйăхӗнчи пекех. Унччен амăш капиталӗн укçи Госжилфонда куçнă пулсан, халӗ  – «Строим будущее» кооператива. Уйрăмлăхӗ те çакăнта кăна

Социаллă ипотека программи ӗçлеме тытăннăранпа Тутарстанра 170 пин ытла çемье пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатнă. 19 пин ытларахăшӗ хваттерӗн пӗрремӗш взносне амăш капиталӗпе тӳленӗ.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество