Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Социаллă ипотекăпа çурт-йӗр туянакан çемьесене патшалăх 450 пин тенкӗ пулăшу парать. Камсене лекет-ха вăл?

Камсене параççӗ-ха çак 450 пин тенкӗ укçана? 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2022 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен виççӗмӗш (е ун хыççăнхи) ача çуралнă, Патшалăх çурт-йӗр фончӗпе 2023 çулхи июлӗн 1-мӗшӗччен килӗшӳ туса социаллă ипотекăпа çурт-йӗр илнӗ нумай ачаллă çемьесене. Ку – тӗп услови!

Социаллă ипотека тӳлекен нумай ачаллă çемьесемшӗн август уйăхӗ ырă хыпарпа пуçланчӗ. 2019 çулхи июлӗн 3-мӗшӗнче тухнă «Çемьесене патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен» 157 № Федераллă закона кăçал апрель уйăхӗнче кӗртнӗ улшăнусем вăя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, социаллă ипотекăпа илнӗ çурт-йӗр парăмне тӳлеме патшалăх 450 пин тенкӗ субсиди парать. Кун çинчен ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн директорӗн çумӗ Булат Гилманов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

Камсене параççӗ-ха çак 450 пин тенкӗ укçана? 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2022 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен виççӗмӗш (е ун хыççăнхи) ача çуралнă, Патшалăх çурт-йӗр фончӗпе 2023 çулхи июлӗн 1-мӗшӗччен килӗшӳ туса социаллă ипотекăпа çурт-йӗр илнӗ нумай ачаллă çемьесене. Ку – тӗп услови!
Аса илтеретпӗр, программăна çемьен пӗрре кăна хутшăнма юрать. Урăхла каласан, патшалăхăн çак пулăшăвӗпе пӗрре усă курса ипотекăна тӳленӗ-тӗк, çӗнӗ ипотека валли, тепӗр ача çуралчӗ пулсан та, парăнмасть. Çаплах ăна ипотекăн пӗрремӗш взносӗ пек те усă курма çук, мӗншӗн тесен илнӗ ипотекăн пӗр пайне е веçех тӳлесе татма кăна парăнать. Çынсем тӳлевпе тӗллевлӗн усă курччăр тесе программăна «Дом.РФ» АО аккредитациленӗ кредиторсем (Тутарстанра Патшалăх çурт-йӗр фончӗ) кăна хутшăнаяççӗ.
Патшалăх паракан çак укçана çемье  алла   илеймест. «Дом.РФ» АО тӳрех çемьен ипотека илнӗ банкри шучӗ çине куçарать. Çавăнпа ипотека кредичӗн тӳлесе татман сумми пӗчӗкрех пулсан, калăпăр 300 пин тенкӗ юлнă, тепӗр 150 пин тенкине çемьене памаççӗ. Çак программăпа усă курса тӳленӗ хваттершӗн тавăракан налог тӳлевӗн сумми те кăшт чакать.
Ан манăр, патшалăх паракан 450 пин тенкӗ субсиди амăш капиталӗ мар, урăх тӳлев, вӗсем иккӗшӗ уйрăмшар программа. Кунсăр пуçне социаллă ипотека илнӗ çемьесене Тутарстан çуралнă кашни ачашăн 200-шер пин тенкӗ парса пулăшать. Çапла вара социаллă ипотекăпа илнӗ çурт-йӗр парăмне Тутарстанри нумай ачаллă çемьесем амăш капиталӗпе (639 431 тенкӗ), виççӗмӗш е ытларах ачашăн парăнакан (450 пин) тата регион (200 пин ) субсидийӗсемпе харăсах тӳлеме пултараççӗ. Ипотекăпа хваттер, çурт-йӗр илнисемшӗн лайăх пулăшу ку.
Социаллă ипотекăна тӳлесе татма парăнакан 450 пин тенкӗ субсидие илес тесен çемьесем Патшалăх çурт-йӗр фондне заявка памалла. Кунта çакăн пек документсем кирлӗ:
– Заявка;
– Заемщикăн тата унăн ачисен даннăйӗсене пăхса тухма ирӗк паракан заявлени;
– Заемщикăн – паспорчӗ;
–  Ачисен çуралнă хучӗсем (14 тултарнисем пулсан – паспорчӗ);
 Нотариус патӗнче çирӗплетнӗ ачисен çуралнă хучӗсен копийӗ (ачасем чăнах та заявителӗн пулнине çирӗплетме);
– Социаллă ипотека илнин килӗшӗвӗ, хваттер суйланин протоколӗ, пая тӳлени çинчен справка.
Справкăсене пăхса тухнă хыççăн Патшалăх çурт-йӗр фончӗ документсене ДОМ.РФ специалисчӗсене ярса парать. Унта тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыççăн субсидие çемье тивӗçнипе тивӗçменни татăклăн паллă пулать.
Аса илтеретпӗр, асăннă субсидие ашшӗ-амăш правинчен хăтарман, социаллă ипотека парăмӗ пур виççӗ е ытларах ачаллă (кӗçӗнни 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çурални) çемьесен (ашшӗ те, амăшӗ те Раççей гражданӗсем пулмалла) илме право пур. Булат Гилманов пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун тӗлне Тутарстанра çак категорие 980 çемье кӗрет. Ипотека тӳлеме парăнакан пулăшупа хальлӗхе пурте усă курман-ха.
Республикăра «Çамрăк çемье» программа та ӗçленине аса илтерчӗ вăл. Унта мăшăртан пӗри 35 çул тултарман çемьесем хутшăнма пултараççӗ. Республикăра çак программăпа 500 çемье хваттерлӗ пулнă та ӗнтӗ, тепӗр 500-шӗ черетре. «Кайăк йăваллă, çемье кил-çуртлă пулмалла», – тенӗ ваттисем. Йышлă ачаллă çемьесен ӗмӗтне патшалăх паракан 450 пин тенкӗ субсиди нумая пулмасан та, çывхартать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки социальная ипотека