Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗп приз – ют çӗршывра стажировка

Конкурса ял хуçалăхӗнче ӗçлекен 18-35 çулти, вăтам профессиллӗ е аслă пӗлӳллӗ çамрăксем хутшăнаççӗ. Тӗп условисенчен пӗрри – ӗç стажӗ.

«Тутарстан ял çамрăкӗсем – 2014-2020» программăпа килӗшӳллӗн, ноябрӗн 2-3-мӗшӗсенче ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çамрăксен хушшинче професси ăсталăхӗпе «Профессире чи лайăххи» конкурс иртессине пӗлтерет ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Заявкăсем килнӗ, халӗ çӗнтерӳçисем камсем пулассине кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, конкурсăн тӗллевӗ – ял хуçалăхӗнче ӗçлекен пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, хавхалантарасси,профессилле ăсталăхне тата ял хуçалăх ӗçченӗсен сумне ӳстересси.

Конкурса ял хуçалăхӗнче ӗçлекен 18-35 çулти, вăтам профессиллӗ е аслă пӗлӳллӗ çамрăксем хутшăнаççӗ. Тӗп условисенчен пӗрри – ӗç стажӗ.

Инженер-механиксен, зоотехниксен, механизаторсен, машинăпа сăвакан операторсен, пăру пăхакансен вăл – 1 çулталăкран, ветеринари тухтăрӗсемпе агрономсен 3 çултан, бухгалтер-экономистсен 5 çултан кая пулмалла мар.

Конкурс икӗ тапхăрпа иртет, малтан теори пӗлӗвне тӗрӗслеççӗ, унтан практика ăсталăхне пăхаççӗ. Çӗнтерӳçӗсене дипломпа укçан премипе чысланисӗр пуçне кашни номинацире пӗрремӗш вырăна çӗнсе илнисене ют çӗршыва стажировкăна яраççӗ.(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство