Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СТУДЕНТСЕН ПРОЕЗДНОЙӖ ПУЛАТЬ Е ÇУК?

Студенсем, ан пăшăрханăр, президент сире илтнӗ. Р.Минниханов хушнипе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви хальхи вăхăтра ку ыйтупа ӗçлеме пуçланă. Йышăну та пур, ăна якатаççӗ. Çавăнпа студентсем валли çăмăллăхсем пулаççӗ, анчах мӗнли хальлӗхе паллă мар-ха.

Февралӗн 3-мӗшӗнчен Хусанта обществăлла транспорт çинчи çул укçи ӳсет. 50 хутчен çӳремелли проездной та урăх пулмасть. Хула çыннисемшӗн ку пӗрре те савăнмалли япала мар. Уйрăмах студентсемшӗн. Аса илтеретпӗр, Хусан çамрăкӗсем маларах студентсен проезднойне туса пама ыйтса ТР Президенчӗ Рустам Минниханов патне петици янăччӗ. «Раççейӗн нумай хулинче студентсем валли транспортпа çӳреме çăмăллăхсем туса панă.  Студент проезднойӗсем Мускавра, Санкт-Петербургра, Омскра, Самарăра, çӗршыври тата ытти пысăк хуласенче пур. Хусана студентсен тӗп хули теççӗ, анчах транспортпа çӳреме пирӗн валли нимӗнле çăмăллăх та çук», – тенӗ  вуншар пин çын алă пуснă çак петицире.

Студенсем, ан пăшăрханăр, президент сире илтнӗ. Р.Минниханов хушнипе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви хальхи вăхăтра ку ыйтупа ӗçлеме пуçланă. Йышăну та пур, ăна якатаççӗ. Çавăнпа  студентсем валли мӗнле çăмăллăхсем пулаççӗ, анчах мӗнли хальлӗхе паллă мар-ха. (А.Гордеева сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев