Суд сакки çине пӗри ăссăрлăха пула, тепри ăнсăртран ларать
Тӗнчере хăй ирӗкӗпе никам та ларма килӗшмен пӗртен-пӗр сакă вăл – суд сакки. 1930 çулсенче йӗркеленнӗ Аксу район сучӗн сакки çине те акă, никам та ларма ӗмӗтленмест, апла пулсан та тупăнать. Кам ăссăрла, кам ăнсăртран... Хулăн кӗленче кабина ăшӗнчи сакă самай якалма та ӗлкӗрнӗ. Ăна курсанах: «Миçе çын ларнă-ши кунта?» – текен ыйту пуçа пăралать. Унтан çийӗнчех: «Турă ан хуштăрччӗ», – тетӗн сăхсăхсах.
Тӗнчере хăй ирӗкӗпе никам та ларма килӗшмен пӗртен-пӗр сакă вăл – суд сакки. 1930 çулсенче йӗркеленнӗ Аксу район сучӗн сакки çине те акă, никам та ларма ӗмӗтленмест, апла пулсан та тупăнать. Кам ăссăрла, кам ăнсăртран... Хулăн кӗленче кабина ăшӗнчи сакă самай якалма та ӗлкӗрнӗ. Ăна курсанах: «Миçе çын ларнă-ши кунта?» – текен ыйту пуçа пăралать. Унтан çийӗнчех: «Турă ан хуштăрччӗ», – тетӗн сăхсăхсах.
Миçе çыннăн шăпине татса панин шучӗ çук тени суд пирки мар. Кунта 1930 çултанпа пӗр документ та çухалман, пурте архивра упранаççӗ. Вăхăт иртнипе сарăхнисем те, тин кăна хунисем те... тирпейлӗн, йӗркипе.
Шел, законпа выляма юраманнине пӗлсе тăрсах суд сакки çине ларакансем тупăнсах тăраççӗ. Аксу район сучӗн председателӗ Альбина Валерьевна Никитина пӗлтернӗ тăрăх, 2014 çултан пуçласа паянхи кунччен Аксу район сучӗ 4300 яхăн ӗç (гражданла, административлă, уголовнăй) пăхса тухнă. Урăхла каласан, чăх вăрланинчен пуçласа çын вӗлерни таранах. Приговор йышăнасси вара хуть хăш тӗслӗхӗнче те çав тери пысăк яваплăх. Кун пек самантсенче эмоци валли вырăн çук. Мӗнпурне, çав шутра питех палăрман вак-тӗвеке те, шута илсе законпа килӗшӳллӗн йышăну тумалла. Çавăнпах суд председателӗн сӗтелӗ нихăçан та хулăн тӗркеллӗ хутсенчен, тин кăна тухнă закон çӗнӗлӗхӗсен кӗнекисенчен татăлмасть. Пурне те тӗплӗн пăхса тухмалла.
Ӗçӗ вара унăн çителӗклех, районта 33 пин çын пурăнать. Кунта ӗнтӗ вăрманти пекех, тӗрли пур: çăмăлттаййи те, тӗрлӗ чирпе чирли те, кукăр алăлли те... Акă мӗншӗн вăхăт иртнӗ май преступленисен тӗсӗ улшăнса кăна пырать. «Сысна çури вăрламаççӗ халӗ, мӗншӗн тесен сахал усраççӗ тата хупса тытаççӗ. Ун вырăнне телефонсене çаратаççӗ», – шӳтлӗн хуравларӗ суд председателӗ кун пирки. Тӗрӗссипе, закона пăсакансен тӗнчи тӗлӗрмест, тепӗр чух самана таппинчен те малтан пырать, сăмах кунта банк картти çинчен укçана вăрлас шулӗкле ӗçсем нумайланни пирки пырать. Район çыннисем ăна тăваканнисем мар, шар кураканнисем çеç.
Суд председателӗпе судьян профессионализмӗнчен вара нумай килет. Кашни ӗç уйрăм шăпапа çыхăннă вӗт. Альбина Валерьевна вара профессире çӗнӗ çын мар. Вăл 5-мӗш класс квалификациллӗ специалист. Аксу район судӗнче 19 çула яхăн ӗçлет. Емелькино ял хӗрӗ Хусанти патшалăх университечӗн юридици факультетне пӗтерсе 1994 çулхи июнь уйăхӗн вӗçӗнче диплом илнӗ те июль уйăхӗнчен прокурор пулăшуçинче ӗç çулне пуçланă. Малалла ӗç картлашкипе çӳлӗрен çӳле çӗкленнӗ çеç: 2001 – 2008 çулсенче судья, 2008 çултан пуçласа паянхи кунччен суд председателӗ.
Нумай çулхи опыт пурри те тепӗр чух чуна хытараймасть. Суд сакки çине çул çитмен ача ларсан пушшех те ассăн сывламасăр май çук-мӗн. «Хăшӗ ăс çитменнипе, тепри интересшӗн закона пăсать. Вӗсен шухăшӗпе, ют машина çине хуçинчен ыйтмасăр ларса ярăнни вăйă кăна. Тӗрӗссипе, статья. Çапла пăсăлать биографи», – пăшăрханса пӗлтерчӗ вăл çул çитмен ачасем тӳрӗ çултан пăрăнни пирки. Чăн та, юлашки çулсенче çул çитменнисем йӗркене пăсас тӗслӗхсем чакнă районта. Ку вăл чи малтан профилактикăпа çыхăннă. Аксу район сучӗ те акă, «Правосудие от А до Я» проекта хастар хутшăнать. Районти шкулсенче ачасемпе тӗл пулса калаçусем ирттерет. Тӗлпулусенчен Альбина Валерьевна хăй те юлмасть.
РФ Президенчӗ 451-мӗш Федераллă закона улшăнусем кӗртесси пирки 2018 çулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче алă пуснă Указпа килӗшӳллӗн суд системине пӗлтӗрпе кăçал самай пысăк улшăнусем кӗнӗ. Çак çӗнӗлӗхсен тӗллевӗ – суд ӗçне уçăмлатасси. Вӗсен лайăх енӗсем те çук мар, тӗслӗхрен, октябрӗн 1-мӗшӗнчен, гражданла тата арбитражри ӗçсенче енсен интересӗсене (мировой судьясемпе район сучӗ пăхакан ӗçсемсӗр пуçне) адвокатсем, юридици аслă пӗлӳллӗ е ученăй степеньлӗ çынсем кăна хӳтӗлеме пултараççӗ халӗ. Ку та япăх мар, нумай чухне тӗрӗс мар çырнă заявленисене пула судăн нумай вăхăт ирттерме тиветчӗ-çке.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен суд ларăвне обязательнăй йӗркепе йăлтах çыртарса пыни вара вӗсене самай пулăшнине асăнчӗ Альбина Валерьевна, енсене яваплăрах пулма хистет иккен ку. Сăмах май, аудиозаписьсене жесткий диск çине çыртарса граждансене хăйсене те параççӗ. Çавăнпа «суд тӗрӗс мар айăпларӗ» теме сăлтав çук суд залне килнӗ халăхăн. Тепӗр çӗнӗлӗх вăл – мӗнле ӗçе хăш судья (компетенцине кура) илсе пырассине малашне компьютер палăртни.
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре 9 кассаци, 5 аппеляци сучӗсем ӗçлеме пуçлани те реформăн тепӗр çӗнӗлӗхӗ. Пирӗн регион çыннисен аппеляци, кассаци пама унчченхи пек Хусана мар, Самарăпа Чулхуланах кайма тивет.
Çапла вара район сучӗсен ӗçӗ пӗр енчен чакрӗ пулсан, тепӗр енчен хушăнсах пырать, законсене улшăнусем кӗрсех тăраççӗ вӗт. Калăпăр, руль умне иккӗмӗш хут ӳсӗрле ларнăшăн е тата ларса тухнă çын тепӗр хут административлă надзор йӗркине пăснăшăн халӗ уголовлă явап тыттараççӗ.
Аксу район сучӗн хăйне евӗрлӗхӗ пуррине уйрăмах палăртас килет, мӗншӗн тесен районта тӗрлӗ халăх пурăнать, çавăнпа кунти халăхсен чӗлхине пӗлмеллех. Судра ӗçлекен специалистсенчен нумайăшӗ вара чăвашла та, тутарла та лайăх ăнкараççӗ, урăхла каласан, районта пурăнакан тӗп халăхсен чӗлхине пӗлеççӗ.
Хуть мӗнле учреждени пекех, район сучӗн хăйӗн çирӗпленнӗ ырă йăлисем пур. Вăхăт çуккине пăхмасăрах Судьясен канашӗ ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççӗ. Коллектив вӗсенче Хисеп хучӗсемпе асăнмалăх парнесене пӗрре мар тивӗçнине судăн приемнăйӗнче, кабинетсенче çакăнса тăракан хисеп паллисем çирӗплетеççӗ.
Историне куç пек упрасси те Аксу район сучӗн ырă йăли. Ку енӗпе виçӗ çул каялла питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм та пулнă. Сталин вăхăтӗнче кунта ӗçленӗ судья, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, 1941 çулта Мускаври Хӗрлӗ тӳремри парада хутшăннă М.Х.Ханнанов сывă пулнине, Хусанта пурăннине пӗлсен, ăна шыраса тупнă вӗсем. Ятарласах паллашма килне кайнă. Икӗ ăру судйин пӗрле сӳтсе явмалли нумай вӗт кун пек чух. Вӗсене пӗр япала – питӗ пысăк яваплăх – пӗрлештерет.
– Çӗршывшăн çăмăл мар вăхăтра судья пулса ӗçлеме хăрушă марччӗ-и тесе ыйтсан, вăл пире: «Закон тăрăх ӗçлесен нихăçан та хăрушă мар, ун чухне те хăраман», – тесе хуравларӗ, – аса илет ентешӗмӗр тӗлпулу саманчӗсене.
Шел, хисеплӗ ветеран халӗ çук ӗнтӗ, 95 çула çитнӗскер, нумай пулмасть çут тӗнчерен уйрăлнă. Анчах хăйне те, унăн ӗçне те манмаççӗ кунта. Ӗçе тӳрӗ кăмăлпа, тӗплӗн пурнăçлаççӗ. Аслă ентешӗ пекех, ӗç принципне – закон тăрăх ӗçлессине – нихăçан та пăсмаççӗ, мӗншӗн тесен урăхла пултараймаççӗ.
Аксу район сучӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсенче: Аксу районӗн сучӗн ӗçченӗсем А.В.Никитина тата А.А.Синдимиров вăрçă ветеранӗпе М.Ханнановпа (2017 çул), Çӗнтерӳ кунӗ умӗн; А.В.Никитина «Правосудие от А до Я» проект шайӗнче иртнӗ тӗлпулура Емелькино
вăтам шкулӗнче
вӗренекенсемпе пӗрле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев