Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Супермарафон чупса мала тухнă Надежда Сандркина тăван ялне килнӗ

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Чăвашкасси клубне декабрӗн 17-мӗшӗнче çын нумай пухăнчӗ. Çак ял мухтавӗ, 2008 çулта супермарафон чупса мала тухнă Надежда Сандркина район çыннисем валли юрă-ташăпа, асаилӳсемпе пуян уяв йӗркелерӗ.

Залра 200 ытла çынччӗ. Надежда Сандркина Шупашкартан паллă эстрада çăлтăрӗсене, юратнă артистсене хăй шутӗнчен илсе килнӗ. Ял валли чаплă уяв пултăр тенӗ. Хăнасем Ульяновскран, Аслă Нагаткинтан, Çӗнӗ Ульяновскран килнӗ. Автономи ятӗнчен Виктор Егоров скульптор тата УОЧНКАн Майна районӗнчи уйрăмӗн председателӗ Юрий Волынщиков сăмах каларӗç, парнесем пачӗç.

Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Леонид Захаров инçе çула кӗскетсе килсе çитни ахальтен мар. Надеждăпа вӗсене тахçанхи ырă туйăм тӗвӗлесе çыхса тăрать. 

– Эпӗ çак ытарайми çӗр çинче ӳссе çитӗннӗ. Мана халӗ те кунти уй-хирсем, çырма-çатрасем, хисеплӗ çынсем вăй парса тăраççӗ. Сире пурне те тав. Чăвашкасси ӗмӗр пурăнтăр. Çак концерт сире манран парне пултăр, – терӗ спортсменка сцене çине тухсан.

Çак кун Ульяновск тăрăхӗнчи коллективсем те хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарма вăхăт тупрӗç: «Мерчен» (илемлӗх ертӳçи Анна Рейтер), «Илем» (Александр Чурбанов), «Эмине» (Нина Яковлева).

   

Фойере куравсем ӗçлерӗç. Кӗнекесемпе Ульяновскри Н.Благов ячӗллӗ 15-мӗш библиотека ӗçченӗ Алла Ефремова тата Ульяновск облаçӗнчи, РФ Писательсен тата ЧР Профессилле писательсен союзӗсен пайташӗ Николай Ларионов паллаштарчӗç. Николай Николаевич сцена çине хăпарсан халăх тăвăллăн алă çупрӗ. 

– «Анне пилӗ» кӗнеке пӗр ахальтен çуралман. Унăн историйӗ пур. 2019 çулта манăн «Подвиг во имя матери» кӗнеке тухрӗ. Вăл документлă повесть. Унта Чӗмпӗр тăрăхӗнчи Чăвашкасси ялӗнче çуралнă Раççей спорт мастерӗн Надежда Сандркинан пурнăçӗпе çитӗнӗвӗсем сăнарланнă. Вăл халь вăхăтлăха Нью-Йорк хӗрринчи пысăках мар хулара пурăнать. Мана Надежда ун чухне кӗнеке валли материалсем диктофонпа çыртарса интернет урлă ярса пачӗ. Хайлав кульминацийӗ – чăваш хӗрӗ 2008 çулта Швейцарире 12 сехете тăсăлнă супермарафона хутшăнни. Унта вăл тăван ялӗнче чирлӗ выртакан амăшӗ Елена Григорьевна пил панипе куççуль витӗрех тухса каять. Надежда çапла шутлать: «Эпӗ çак дистанцие чупса тухайсан анне сывалатех!» Хăй вара Базель хулинче 12 сехетре 101 çухрăм та 259 метр чупса тухса нумай çӗршывран пухăннă спортсменкăсене çӗнтерет, чи мала тухать. Дистанци хыççăн  хăй те вилме патнех çитет. Ку кӗнеке чăваш тӗнчинче нумай шăв-шав турӗ. Вулакансем çын çавăн чухлӗ чупаять-и вара, вăл мӗнле тӳснӗ-ши тесе ытла та тӗлӗнчӗç, – терӗ Николай Ларионов çыравçă.

Пултаруллă автора кӗнеки тухнă хыççăнах чăвашла куçарма сӗнекенсем пулнă. Хăшӗсем чăваш спортсменки пирки чăвашла кӗнеке пулмаллах тесе ӗнентерме пăхнă. 

– Эпӗ вара пӗтӗм кӗнекене куçарни мӗн парать-ха, унăн содержанине вулакансем пӗлеççӗ-çке тесе шутларăм. Çавăнпа 2020 çулта илемлӗ литература жанрӗпе тепӗр кӗнеке çырса пăхас терӗм, сăнар ячӗсене улăштартăм, çӗнӗлӗхсем кӗртрӗм, чылай эпизода шухăшласа кăлартăм. Виçӗ уйăхра кӗнеке хатӗр пулчӗ, – сăмахне малалла тăсрӗ кӗнеке авторӗ. – Çапла вара «Анне пилӗ» кӗнекен тӗп сăнарӗн прототипӗ Надежда Сандркина пулчӗ. Хайлавра вăл – Эрнепи Сетнерова.

Виктор Аванмарт скульптор та пушă алăпа килмен кӗтнӗ тӗлпулăва. Виктор Глебович 2022 çулхи пӗтӗмлетӳсемпе хăй çулсерен паракан «Аван» премие (илемлӗ хӗрарăм скульптурине) Надежда Сандркинăна пачӗ, вăйлă, хӳхӗм пике ячӗпе ăшă сăмахсем нумай каларӗ. 

– Паянхи тӗлӗнмелле ăшă тӗлпулуран çӗкленӳллӗ кăмăлпа таврăнатăп. Тав Надеждăна ӗненӳшӗн, çирӗп кăмăлшăн, чӗринчи юрату туйăмне сыхласа хăварма пултарнишӗн. Паян кунта калаçнисем те, концерт та питӗ килӗшрӗç. Пăрлă çумăр та пирӗн кăмăла сӳрӗклетеймерӗ, – терӗ Аслă Нагаткинти Елена Кузьмина çыравçă пурне те тав туса. (Александра РОМАНОВА.Ульяновск облаçӗ.А.Ефремова сăнӳкерчӗкӗсем).  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России