Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сутмалăх та пур

ТР ял хуçлăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Гелюс Баязитов пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 5 çулта Раççей регионӗсемпе ют çӗршывсене выльăх-чӗрлӗх продукцине сутасси пилӗк хут ӳснӗ пирӗн.

Тутарстан хăй халăхне ял хуçалăх продукцийӗпе туллин тивӗçтерекен регион. Пӗтӗмӗшле чӗртавар туса илессипе Федерацин Атăлçи округӗнче пӗрремӗш вырăнта. Урăхла каласан, тыр-пула, сӗт-çупа аш-какая сутмалăх та туса илет. ТР ял хуçлăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Гелюс Баязитов пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 5 çулта выльăх-чӗрлӗх продукцине сутасси пилӗк хут ӳснӗ. 2022 çулта, тӗслӗхрен, пурӗ 417 миллион доллар, вӗсенчен 18,3 миллионне Китая сутса, тупăш илнӗ. Тутарстан пирӗн продукцие илме кăмăл пур мӗнпур çӗршывпа ӗçлеме хатӗр. Пӗлтӗр республика агропромышленноçӗн 160 компанийӗ хăйӗн продукцине 54 çӗршыва сутнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа, тӗслӗхрен, Китая кăна 22,8 миллион тенкӗлӗх продукци ăсатнă. Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ял хуçалăхӗ