Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Голланди журналисткине Ева Цукера Тутарстан чăвашӗсем çинчен каласа пачӗ

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ ют çӗршыв çыннисене те интереслентерет. Европăри нумай çӗршывра ахаль çынсем халӗ те-ха Раççей Федерацийӗн территорийӗнче монохалăх (вырăссем) кăна  пурăнать тесе шутлаççӗ. Кун пирки Голланди журналистки Ева Цукер пӗлтерчӗ. Унпа эпир Хусанти Туслăх Çуртӗнче тӗл пултăмăр. Ева Цукер Нидерландынче тухса тăракан «NRC» хыпар хатӗрӗнче ӗçлет. Пӗр професси çыннисем пулнă май хăнапа эпир çийӗнчех пӗр чӗлхе тупрăмăр.

Раççейри халăх çыравӗн лару-тăрăвӗпе паллашас тӗллевпе вăл Тутарстанри Халăхсен ассамблейипе çыхăннă. Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Нидерланды журналисткине Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТÇ директор çумӗ Наталья Мясникова кӗтсе илчӗç. Туслăх Çурчӗ тăрăх экскурси йӗркелесе организацин ӗçӗпе туллин те тӗплӗн паллаштарчӗç. Çакăн хыççăн журналистка наципе культура автономийӗсен ертӳçисемпе тӗл пулса калаçрӗ. Ева Цукер ячӗшӗн кăна кӗрсе тухмарӗ пӳлӗмсене. Кашни наци представителӗпе интересленсе калаçрӗ, ыйтусем пачӗ. Чăвашсем патӗнче вăл ытларах та чарăнса тăчӗ.

– Сирӗнпе тӗл пуличчен мана каларӗç ӗнтӗ чăвашсем Тутарстанри тӗп халăхсенчен пӗри тесе, – терӗ вăл ман алла чăмăртаса. Тутарстанри чăвашсемпе хăнана мана паллаштарма тиврӗ. Ева Цукер каланă тăрăх, Европа çыннисем Раççей халăхӗсем пирки сахал пӗлеççӗ. Унăн вара йăхташӗсене ку енӗпе питӗ те çутта кăларас килет иккен.
– Раççей – тӗлӗнмелле çӗршыв. Кăна эпӗ пӗр ахальтен каламастăп. Мускавра çур çул пурăнатăп, кунти çынсемпе кăштах паллашрăм тесен те юрать. Мускава киличчен ятарласа вырăс чӗлхине вӗрентӗм. Нумай нациллӗ çӗршыв пӗр халăх пек пӗрлешсе пурăнни питӗ хаклă. Эсир питӗ туслă пурăнатăр. Тата Тутарстанра нацисен культурине, йăли-йӗркисене упрама, аталантарма тата ачасене парса пыма питӗ пысăк ӗçсем тунине асăрхарăм. Ку ӗç саманта та чарăнса тăманни те палăрать, – терӗ вăл тӗлӗннине пытармасăр.
– Мӗнле шутлатăр, чăваш халăхӗн шучӗ иртнӗ çыравпа танлаштарсан ӳсӗ-и? – ыйтрӗ Ева чăвашсем çинчен парнеленӗ кӗнекепе паллашнă май.
– Паллах, шанас килет. Тутарстанра официаллă статистикăна пăхсан эпир кунта 116 пин шутланатпăр. Чăвашсем йышлă пурăнакан районсем республикăра нумаййине, хăш-пӗр çӗрте тутарсемпе çурмалла пулнине шута илсен ку питӗ пӗчӗк цифра. Историлле тăван çӗршыв вӗт пирӗншӗн Тутарстан. Хулана пурăнма куçнисем вырăсланаççӗ, хутăш çемьеллисенче каллех мăшăрне кура е тутара, е вырăса куçаççӗ. Иртнӗ ӗмӗрсенче чăвашсем пысăк йышпах мăсăльмана тухса тутарланнă. Каярахпа православи тӗнне илсен вырăсланнă. Çавăнпа, ман шутпа, чăвашсем кунта çур миллиона яхăн та пур. Хăш-пӗри хăй нацилӗхне кăтартмасть.
– Тен, халӗ наци хăйхаклăхӗ улшăннă?
– Пулма пултарать. Акă Çӗпӗр енче пурăнакансем чăваш ялӗсенчи çынсем ӗлӗкрех хăйсене вырăс тесе çыртарнă пулсан кăçал хăйсене чăваш тесе кăтартнине пӗлтерчӗç.
– Мӗнрен килет ку?
– Халӗ социаллă сетьсенче чăваш блогерӗсем йышланни те витӗм кӳрет пулмалла. Çамрăксем унта хăйсен тӗнчекурăм шайӗнче тус-юлташӗсене чăваш культурипе, чӗлхипе паллаштараççӗ. Хăйне евӗр çемçе пропаганда темелле.
– Эп сăнанă тăрăх, вырăссем халăх çыравне лăпкăн йышăнаççӗ, пит сиксе ӳкни палăрмасть. Вакрах халăхсем вара ăна пысăк яваплăхпа хутшăнаççӗ. Вырăс çыннинчен кун пирки ыйтрăм та: «Мӗн пăшăрханмалли пур унта? Эпир йышлă халăх», – терӗ.
– Ку çапла пулӗ. Пире ак, чăвашсене, кашни çыншăн кӗрешме тивет. Çырава хутшăнма йыхравлатпăр.  
Евăна чăвашсем хăш чӗлхе ушкăнне кӗни, мӗнле тӗнпе халӗ пурăнни, чӗлхене вӗрентес ӗç епле пыни – пӗтӗмпех интереслентерчӗ.
– Хама илес пулсан, эпӗ тутарсем çинчен илтнӗ. Ăна Хусан тӗнчере те паллă хула пулса пыни тăрăх пӗлетпӗр. Чăвашсем çинчен вара кунта килсен тин илтрӗм, эсир тӗрӗк халăхӗсен пысăк ушкăнне кӗнине те.
Ева хăйне Хусанти Туслăх Çурчӗн опычӗ интереслентерни çинчен те каларӗ. Ун шучӗпе кунта кашни наци представителӗпе кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗç илсе пыраççӗ.
Чи кирли вара – ачасене хăйсен тăван чӗлхине вӗрентни. Хальхи саманара вăл питӗ хаклă тата пӗлтерӗшлӗ, – терӗ Ева Цукер Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗпе паллашнă хыççăн.
Голланди журналисткипе малашне те çыхăну тытасси пирки калаçса татăлтăмăр. Кунхинче вăл манран интервью илнӗ пек пулса тухрӗ. Çавăнпа малашне унпа тепӗр хут онлайн-форматра та пулин тӗл пулса калаçăва малалла тăсма килӗшӳ турăмăр. Раççейрен вăл мӗнле шухăш-кăмăлпа кайнине, мӗнле пӗтӗмлетӳсем тунине пӗлме питӗ интереслӗ.


Автор сăнӳкерчӗкӗсенче:  Ева Цукер (сылтăмра) «Тутарстан чăвашӗсем» кӗнекешӗн питӗ савăнчӗ;

Туслăх Çурчӗн директорӗ И.Шарипов Е.Цукера кӗтсе илнӗ самант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: перепись населения