Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СУВЕНИР ВĂЛ ХОББИ КĂНА МАР

«Музей сувенирӗ» чи объективлă конкурс тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен сумлă жюри кунта автора мар, продукцие хаклать. Мӗншӗн тесен вӗсене продукцин авторӗ кам пулнине каламаççӗ.

Ăçта ан пăх унта Китай япали пулнăран-ши, хамăр ăстасене асăрхамастпăр. Сувенира та ютран кӳреççӗ пулсан, мӗн тумалли юлать-ха. ТР Наци музейӗн ку енӗпе урăх шухăш, вăл хамăрăн халăх промыслисене сыхласа хăварса аталантарасшăн. Шăпах çак тӗллевпе акă ӗнтӗ миçе çул халăх ăстисемпе тачă çыхăну тытать. Çиччӗмӗш çул Çӗнӗ çул умӗн «Музей пасарӗ» сувенирсен ярмăрккине йӗркелет. Паян, декабрӗн 14-мӗшӗнче, музей кӗрлесе кăна тăчӗ. Кунта пӗрин хыççăн тепри харăсах темиçе мероприяти иртрӗ. Ачасем Çӗнӗ çулта парне парас авалхи йăлапа паллашрӗç пулсан, аслисем  «Музей сувенирӗ» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç.

Проекта ТР Культура министерстви тӗрев парать. ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Гульчачак Назипова пӗлтернӗ тăрăх, ăстасене сумлă парнепе хавхалантарас тесе нумай вăхăт çак проект валли укçа шыранă вӗсем. Культура министерстви пулăшма май тупнах. Çавăнпа конкурс çӗнтерӳçисене иккӗмӗш çул укçан парнепе хавхалантараççӗ. Пӗлтӗр – 25, кăçал 50 пиншер тенкӗ сертификатпа чысларӗç.

«Музей сувенирӗ» чи объективлă конкурс тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен сумлă жюри продукцие авторне пӗлмесӗрех хаклать. Урăхла каласан, конкурса тăратнă продукцийӗн авторне кăтартмаççӗ. Çӗнтерӳçе балсен сумми тăрăх палăртаççӗ.Конкурсантсене икӗ номинаципе хаклаççӗ. «Музей сувенирӗ» номинацие музейсем тата сувенир хатӗрлекен учрежденисем кăна хутшăнаççӗ пулсан, «Музей сувенир продукцийӗн ярăмӗ» номинацие хуть мӗнле ăста та. Заявкăпа пӗрле сувенирăн проектне ярса памалла вӗсен. Конкурс условийӗсем тăрăх, кунта икӗ критерие тӗпе хураççӗ: сувенир продукцийӗ музейри эскиз коппийӗ тата халăх промысли пулмалла.

«Халăх промыслисен икӗ йывăрлăх – чӗртавар туянасси тата хатӗр продукцие вырнаçтарасси. Çавăнпа та эпир  маçтăрсене тӗрев парас шутпа япалисене вырнаçтарма майсем туса паратпăр. Конкурсантсен продукцийӗн куравне йӗркелетпӗр, çӗнтерӳçӗсен продукцине Мускавра çуллен иртекен курава илсе каятпăр», – терӗ кун пирки музейӗн генеральнăй директорӗ.

Конкурс иккӗмӗш çул кăна иртет пулин те, унта хутшăнакансен шучӗ çулран çул ӳсет. Пӗлтӗр пурӗ 10 конкурсант пулнă пулсан, кăçал – 28-ăн. «Музей сувенирӗ» номинацире кăçал Хусанти халăх промыслисен техникумӗ, «Музей сувенир продукцийӗн ярăмӗ» номинацире Андрей Жуков ăста çӗнтерчӗç. Хальлӗхе ку конкурса чăваш ăстисем хутшăнни паллă пулмарӗ-ха, тен, малашне вӗсене те çӗнтерӳçӗсен йышӗнчӗ курăпăр, мӗншӗн тесен ăста чăвашсем республикăра нумай вӗт пирӗн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество