Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суя эрех сутнине кала – укçа параççӗ

Суя эрех ăçта хатӗрленине, сутнине пӗлтерекенсене (факт тӳрре килсен) Патшалăх алкоголь инспекцийӗ укçапа хавхалантарать. Çырчалли çыннине тӳрре килнӗ хыпаршăн – 185, Анат Камăри икӗ çынна 159 тата 126 пиншер тенкӗ преми панă.

2018 çулăн 11 уйăхӗнче Тутарстанра  490 çын суя эрехпе тата алкогольлӗ шӗвекпе наркăмăшланнă. 2017 çултипе танлаштарсан, 23,6 % сахалрах ку. Çакă суя эрехе хирӗç халăх кӗрешме пуçланипе çыхăннине пӗлтернӗ ТР çын прависем енӗпе уполномоченнăйӗ С. Сабурская нумай пулмасть журналистсемпе тӗл пулсан. Патшалăх алкоголь инспекцийӗ суя эрех ăçта хатӗрленине, сутнине пӗлтерекенсене (факт тӳрре килсен)  укçапа хавхалантарать. 2018 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗ тӗлне республика çыннисене çакăн пек 500 хыпаршăн  пурӗ 843 пин тенкӗ укçа тӳленӗ.  «Народный контроле» çулталкăра пурӗ 2000 хыпар килнӗ. Суя эрехе хирӗç ытларах Çырчалли, Анат Кама тата Хусан кӗрешет иккен. Шăпах çак хуласенчен нумай хыпарлаççӗ.

Çырчалли çыннине тӳрре килнӗ хыпарӗшӗн – 185, Анат Камăри икӗ çынна 159 тата 126 пиншер тенкӗ преми панă. Закона пăсса суя эрех хатӗрленине, сутнине пӗлекенсем, куçа ан хупăр, кун çинчен «Народный контроле» пӗлтерӗр.  Çапла майпа эсир нумай çыннăн сывлăхне, нумай чухне пурнăçне те, сыхласа хăварма пултаратăр. ( Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество