Суйлав результатне Европарламент йышăнасса кӗтмелле мар

Европарламент икӗ эрне каяллах РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавне легитимный мар тесе йышăннă-тăк, суйлав вӗçленсен те вӗсенчен суйлав результачӗсем тӗрӗс тесе йышăнасса кӗтмелле маррине каларӗ «Национальная лига специалистов по связям бизнеса и государства» коммерцилле мар партнерствăн президенчӗ Марат Фоатович Баширов журналистсемпе Zoom урлă çыхăнăва тухса.
Ун шучӗпе, кăçалхи суйлав тӗрӗс те уççăн иртет. Çакна суйлав участокӗсенче нихçанхинчен нумай вырнаçтарнă видеокамерăсен шучӗ çирӗплетет. «Демократи хаклă япала. Апла-тăк видеокамерăсем кирлех», – терӗ вăл камерăсен кирлӗлӗхӗ пирки ыйтсан. Тата ултă регионăн суйлав участокӗсенче палăрнă тӗрӗс марлăха Тӗп суйлав комиссийӗ хăйех пӗлтерни те суйлав уçă уçă иртнине кăтартать. Шел те, суйлава килнисен шучӗ кашни регионтах пӗр мар, хăш-пӗр çӗрте 50 процента та çитмест. Çаплах Хусан хулин виçӗ районӗнче те суйлав участокне килекенсем сахал-мӗн. Ку вăл кăçалхи суйлавра кăна çапла иккенне пӗлтермест, вӗсем нихăçан та активлă пулман. Ытти хуласенче те пур ун пек районсем.
Суйлав виçӗ куна тăсăлни те ун шучӗпе лайăх япала. Капла халăха меллӗ, суйлавшăн хăйӗн планне улăштармасть вăл,хăйне меллӗ кун килет. Сменăпа ӗçлекеншӗн те аван, ытти чухне смени ытла ир пуçланнăран кун пеккисем суйлав участокне ӗлкӗреймен. Электронлă сасăлав тунине те ырламалла кăна-мӗн, смартфонпа çывăрма выртакан тата çывăрса тăракансемшӗн меллӗ вăл, ытларах çамрăксене кирлӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 мая 2022 - 19:50Тутарстана упăте оспи çитме пултарас теветкеллӗх питӗ пӗчӗк Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина ăнлантарнă тăрăх, çӗнӗ чир пирӗн республикăна кӗрес хăрушлăх çукпа пӗрех1800
-
24 мая 2022 - 19:24ТР Ӗç министерствинче пуласлăхра мӗнле специалистсем питӗ кирлӗ пулни çинчен пӗлтернӗ Çичӗ çултан Тутарстанра пуринчен те ытларах рабочи специальноçӗсен представителӗсем кирлӗ пулаççӗ2000
-
24 мая 2022 - 16:31Кăçал Тутарстанри сывлăх сыхлав системине çӗнетме 2,4 млрд тенкӗ уйăрӗç 2022 çулта Тутарстан Республикинче сывлăх сыхлав системин пӗрремӗшле сыпăкне модернизацилесси малалла тăсăлать. Çак тӗллевсем валли 2,4 миллиард тенкӗ уйăрнă тесе пӗлтерет ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков.4800
-
24 мая 2022 - 16:13Фарид Мухаметшин 45-е çитиччен тутарла калаçманни çинчен пӗлтернӗ Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ тăван чӗлхине парламент ертӳçине ларсан кăна вӗренме тытăннă. Çакăн çинчен вăл «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнекен презентацийӗнче каласа панă.4100
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!18200
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!19600
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!19500
-
23 мая 2022 - 09:50Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗрти "Сáрнайпа" "Палнай" фольклор ушкӑнӗсем Тӑхӑрьяла хӑнана килнӗ Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприяти планра тӑрать37501
-
22 мая 2022 - 10:40КӖНЕКЕ ВУЛАРĂМĂР Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр.29300
-
21 мая 2022 - 13:23НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖ Ульяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.25700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика