Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлава ирхине 7.00 сехетре пуçлама ял çыннисем сӗннӗ

«Вӗсем йӗркене пăснин пит пысăк тӗслӗхӗсем çук тесе палăртрӗç. Пӗчӗк кăлтăксем чăнах та пур. Единороссем те, коммунистсем те хăш-пӗр суйлав участокӗнче агитаци материалӗсене вăхăтлă пуçтарман».

Тин кăна «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн секретарӗпе Фарид Мухаметшинпа пресс-конференци вӗçленчӗ. Фарид Хайруллович кăçалхи суйлавсем закон шайӗнче йӗркеллӗ пурнăçланса пынине палăртрӗ. Кăçалхи суйлав ирхине 7.00 сехетре пуçланнине вăл тӗрӗс йышăну тесе палăртрӗ. Çакăн пек сӗнӳпе районсем хăйсем тухнă. Ку, паллах, вырма ӗçӗсемпе те çыхăннă. Граждан тивӗçне пурнăçласа вӗсен хăвăртрах хуçалăх бӗçӗсене пуçăнмалла. 

  •  Суйлав участокӗнче ирхине 9.00 сехетре пултăм. Çынсем унта ырă кăмăлтан, хăйсен граждан тивӗçне палăртас тӗллевпе пынине асăрхарăм. Паллах, яланхи пекех ман валли çырусем хатӗрлесе хунă. Ыйтусем тӗрлӗрен, хăшин çурчӗ çунса кайнă, теприне урăх енӗпе пулăшу кирлӗ, – çырусен тӗркине çӗклесе кăтартрӗ вăл. – Ку вăхăта суйлав активлăхӗпе районсем малта пыраççӗ. 14.00 сехет хыççăн хуласенчи кăтарту ӳсессине кӗтмелле. Çынсем дачăсенчен таврăнма пуçлаççӗ.

Фарид Мухаметшин сăнавçăсемпе те калаçма вăхăт тупнине  палăртса хăварчӗ.

  • Вӗсем йӗркене пăснин пит пысăк тӗслӗхӗсем çук тесе палăртрӗç. Пӗчӗк кăлтăксем чăнах та пур. Единороссем те, коммунистсем те хăш-пӗр суйлав участокӗнче агитаци материалӗсене вăхăтлă пуçтарман. Тепӗр çӗрте ЛДПР парти енчен сăнавçăна участока кӗртмен. Лешӗ сăнавçă пулнине çирӗплетекен хута илсе килсен ыйтăва татса панă, – терӗ Фарид Хайруллович.

Сăмах май, сăнавçăсем Тутарстан Республикинчен кăна хутшăнман, вӗсем Оренбург, Самар, Ульяновск облаçӗсенчен, Чăваш Енрен тата ытти регионсенчен те килнӗ.

Çамрăксен парламентне кандидатсем суйланнине пысăк пӗлтерӗш пачӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ. Вӗсен йышӗнчен малашне Патшалăх Канашӗн депутачӗсем тухасса вăл пӗрре те иккӗленмест.

Суйлав кампанийӗ пынă вăхăтра республикăра «Единая Россия» партин йышӗ 128 пинрен 160 пин çынна çитнине асăнчӗ Фарид Мухаметшин. Ун шучӗпе ку халăх партие шаннине кăтартакан фактор пулса тăрать.

Аса илтеретпăр: паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен VI пухăвӗн суйлавӗ пырать. Пӗтӗмпе республикăра 2281 суйлав участокӗ ӗçлет. 2,9 миллион çынран 15.00 сехет тӗлне республикăра 45,13 процент сасăланă.   

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы