Сувар

Сӗвене кам варалать?

Сӗве юханшывне тӗрӗсленӗ те шывра аммоний-ион нормăран – 23, фосфатсем 16,8, нитратсем 4,9 хут пысăкрах пулнине палăртнă.

Реклама

Вăхăтӗнче Сӗве юханшывӗ тăрă та тарăн, унта тӗрлӗ пулă нумай пулнине калаççӗ ваттисем. Анчах халӗ, шел пулин те, лару-тăру урăхла. Сӗве ăшăхланса пырать. Шывӗ те таса мар иккен. ТР Экологи министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ведомствăн специалисчӗсем нумай пулмасть Сӗве юханшывне тӗрӗсленӗ те шывра аммоний-ион нормăран – 23, фосфатсем 16,8, нитратсем 4,9 хут пысăкрах пулнине палăртнă. Юханшыва Пăвари предприяти варалать иккен. Экологсемпе  Пăвари прокуратура ӗçченӗсем тӗрӗслев вăхăтӗнче кунти тасату сооруженийӗн системин кăлтăкӗсене асăрханă. Хальхи вăхăтра предприяти юхса тухакан шыва тасатакан фильтсене улăштарассипе аэраци системин реконструкцине пуçланă. Вӗсен закон тăрăх, çак ӗçсене пӗр уйăхра вӗçлемелле. Енчен те экологсем тӗрӗслемен пулсан предприяти юханшыва тата мӗн чухлӗ вараланă пулӗччӗ-ши? (Сăнӳкерчӗк eco.tatarstan.ru сайтран).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: