Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СВОна хутшăннисем валли «Народный контроль» сервисăн çӗнӗ категорийӗ ӗçлеме пуçларӗ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисенчен ыйтусем çав тери нумай килнине кура «Народный контроль» сервисра (Тутарстан территорийӗнче 12 çул ӗçлет) вӗсемпе ӗçлеме çӗнӗ категори хушма йышăннă. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен хута кайнă вăл. Асăннă категорири граждансенчен халех 68 ыйту килнӗ те ӗнтӗ. Вӗсене ытларах тӳлев, çар служби иртес йӗрке, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисемпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантараççӗ. Кун çинчен «Народный контроль» модераторӗ Сария Сабурская «Татар-информ» агентствăра апрелӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

«Народный контроль» сервисăн çӗнӗ категорийӗн тӗллевӗ — СВОна хутшăнакансемпе вӗсен çемйисен ыйтăвӗсене татса парас вăхăта чакарасси. Граждансем халӗ контрактлă çар служби, тӳлевсем, çăмăллăхсем, социаллă тивӗçтерӳ, пӗлӳ илесси, ӗçе вырнаçасси, медицинăпа психологи тата гуманитари пулăшăвӗсем, СВО ветеранӗсемпе пуç хунисен çемйисене социаллă пулăшу парасси, СВОри çар чаçӗсен снабженийӗ тата ытти çакнашкал ыйтусем çине ниçта каймасăрах тулли хурав илме пултараççӗ.

Ыйтусене ушкăнласа кашнин модераторне (министерствăсем, «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ, РФ Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ, ТР Çар комиссариачӗ, РФ Налог службин Тутарстанри уйрăмӗ) çирӗплетнӗ.

Ыйтусемпе ӗçлемелли схема та хатӗр. Калăпăр, 117 телефон номерӗпе «хӗрӳ линие» килнӗ ыйтăва йышăнаççӗ те колл-центра çитереççӗ, енчен те анлăрах та тӗплӗнрех пăхса тухмалли пулсан — «Народный контроль» сервиса яраççӗ. Кунта пӗр талăкрах гражданинăн даннăйӗсене палăртса çырнă уведомление ку е вăл ыйтушăн яваплă ведомствăна параççӗ. Сăмах май, кашни модератор методика рекомендацийӗсене хатӗрлесе тематикине палăртнă. Çавăнпа колл-центрсем вӗсем çине таянса ӗçлеççӗ.

Сария Сабурская каланă тăрăх, «Народный контроль» сервисăн çӗнӗ категорийӗ хупă режимпа ӗçлет. Урăхла каласан, харпăр даннăйсем пуртан ыйтăва гражданин хăй тата ыйтăва татса паракан ведомство кăна курать. СВОна хутшăннисемпе вӗсен çемйисем хăйсене хумхантаракан ыйтăва «хӗрӳ лини» урлă кăна мар, Патшалăх услугисен порталӗ, «Народный контроль» мобильлӗ приложени урлă та яма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество