Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СЮМБЮЛЬ АГА ХУСАНА КИЛЕТ

Хусана Хюрремӗн чи шанчăклă тарçи – Сюмбюль ага килессине пӗлтерчӗ. Паллах, сăмах Селим Байрактар пултаруллă актер çинчен пырать. Кинофестивале килсе курма кăмăл пуррине вăл нумай пулмасть кăна пӗлтернӗ.

Мăсăльман кинофестивалӗ хусансем чи кӗтнӗ мероприятисенчен пӗри. Чи малтан вăл унта килекен хăнасемпе интереслӗ. Кашни çул кăçал тата кама курăпăр-ши тесе пуç вататпăр. Пӗлтӗр, сăмахран, «Татаркино» директорӗ, Хусан кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова тӗнчипе чапа тухнă «Великолепный век» Турци сериалӗн актерӗсем килесле калаçнăччӗ. Анчах кӗтни пурнăçланмарӗ. Паллă актерсене те сӗннӗ гонорар тивӗçтермен, те урăх сăлтав пулнă? Нумай пулмасть иртнӗ пресс-конференцире Миляуша Айтуганова Хусана Хюрремӗн чи шанчăклă тарçи – Сюмбюль ага килессине пӗлтерчӗ. Паллах, сăмах Селим Байрактар пултаруллă актер çинчен пырать. Кинофестивале килсе курма кăмăл пуррине вăл нумай пулмасть кăна пӗлтернӗ. Тата камсем пулаççӗ-ха юбилейлă киномероприятире? Çавсен хушшинче Николай Досталь,   

Алексей Петрухин, Андрей Мерзликин, Селим Байрактар, Борис Грачевский, Олег Тактаров, Ходжакули Нарлиев, Мая Гозель Аймедова, Лариса Удовиченко, Светлана Немоляева, Юлия Рутберг тата ытти Раççейпе ют çӗршывсен паллă кинематографисчӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль