Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СЫВАЛНĂ КАШНИ ÇЫНШĂН САВĂНАÇÇӖ

Юлия Вениаминовна Петрова Анат Кама районӗн нумай профильлӗ тӗп больницин кардиологи уйрăмӗнче 35 çул медицина сестринче тăрăшать.  Пӗлтӗрхи сентябрь уйăхӗнченпе – хӗрлӗ зонăра. «Çак 35 çулта тӗрли пулнă, анчах коронавирус пандемийӗнчи пекки пӗрремӗш хут», – тет хальхи лару-тăру пирки  пысăк опытлă медицина сестри

Тухтăр палăртнă сиплев тăрăх пациентсене укол, кардиограмма тăвать, система лартать, юн пусăмне, сатураци виçет вăл. Коронавирус инфекцийӗ хумпа сарăлнине кура хӗрлӗ зонăна лекекенсен шучӗ улшăнса тăрать. Юлия Вениаминовна сăмахӗсемпе, кăçал август, сентябрь, октябрь уйăхӗсенче пациентсен шучӗ 65-68-тан пӗрре те кая  пулманнипе койкăсем çитмен, халӗ вара инфекци сарăласлăхӗ чакнипе хӗрлӗ зонăра пушă койкăсем те пур. Çавах та коронавируспа кӗрешӳ вӗçленмен-ха.
– Нумай çул ӗçлесе те кун пеккине курманччӗ. Ку вируса ăнланса пӗтерме çук. Смена вӗçӗнче пациент хăйне лайăхах туять, санран калаçсах юлать, тепӗр сменăна килетӗн те вăл çук, вилнӗ. Ваттисем те, çамрăксем те вилеççӗ. Эпӗ палата сестри, пациентсен сатурацине, температурине кунӗпе темиçе те виçетӗп. Сывлăхӗ япăхланнисене реанимацие куçаратпăр е кислород паратпăр. Сывлăш çитменнипе асапланнине пăхма йывăр, кун пеккисене кислородпа та сывлама çăмăл мар. Пирӗн пата ытларах вакцинаци туманнисем лекеççӗ, – пӗлтерчӗ Юлия  Вениаминовна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Сăмах май, ку больницăна чирлисене Анат Кама хулипе районӗнчен кăна мар, Çарăмсан, Мензеле районӗсенчен те илсе килеççӗ.


Паллă ӗнтӗ, коронавирус инфекциллисемпе куллен ӗçленине кура хӗрлӗ зонăри медицина ӗçченӗсен хăйсен пурнăçӗ те хăрушлăхра. Коронавируспа чирлемен пӗр медицина ӗçченӗ те юлмарӗ-тӗр больницăсенче. Юлия Вениаминовна та акă, пӗлтӗр чирлесе ирттернӗ. Вакцинаци хыççăн кăна чир çакланман.
 – Хӗрлӗ зонăра ӗçлесси малтан шиклентеретчӗ. Хам чирлесе каяссинчен ытла çывăх тăвансене чир ертесрен хăраттăм. Çак тӗллевпех Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкел ялӗнчи анне (Зоя Петровна Петрова. – Авт.) патне халӗ те час-часах кайса çӳреместӗп, – тăсăлать малалла калаçу. – Халӗ хӗрлӗ зонăна та хăнăхса пыратпăр пулӗ ӗнтӗ. Ӗçри тивӗçе мӗнле пулсан та пурнăçламаллах вӗт.
Кӗркунне вакцинаци темпӗ ӳснине кура инфекци сарăласлăхӗ кăшт чакни савăнтарать. Анчах чир ниçта та кайман, вăл юнашарах. Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă пулмасан, тухтăрсемпе ытти медперсонал кăна çăлса хăвараймӗ. Вӗсем ахаль те паянхи кун фронтăн малти линийӗнчи салтаксем пек, инфекципе кунӗн-çӗрӗн кӗрешеççӗ. Çынсем хӗрлӗ зонăра вунă кун та, икӗ эрне те сипленеççӗ. Шел, хăйсен урисемпе утса тухайманнисем те хальлӗхе сахаллăн мар-ха. Çавах та медперсонал тăрăшнипе чире çӗнтернисем вӗсенчен нумайрах.  Медицина ӗçченӗсем сывалса тухнă кашни çыншăн савăнаççӗ. Анат Камăри ковид госпиталӗн хӗрлӗ зонин мӗнпур медперсоналне, çав шутра Юлия Вениаминовна Петровăна та, пациенчӗсен ятӗнчен тав тăватпăр, йывăр та пархатарлă ӗçӗнче ăнăçу тата çирӗп сывлăх сунатпăр. (Ю.Петрова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев