Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАКАМ КОЛЯСКĂСЕНЕ ÇУНТАРСА ÇӲРЕТ

Хусанта паллă мар çын хулан тӗрлӗ районӗсенче ача-пăча коляскисене вут тӗртсе çунтарса çӳрет

Ку эрне пуçламăшӗнче Атăлçи районӗнчи Техническая урамӗнчи пӗр çуртри коляскăсем тăракан пӳлӗм çуннă. Иртнӗ эрнере Авиастроительнăй районӗнчи Молодежная урамӗнче çакăн пек сăтăр тунă вăл. Кăшт маларах йӗркене пăсакана çав урамри çӳп-çап пăрахакан вырăна вут тӗртнине камерăсем ӳкерсе илнӗ. Вут тивсе çунма тытăнсанах ирсӗрскер коляскăсем патнелле уттарнă. 

Икӗ хутӗнче те коляскăсен пӳлӗмӗ çунма тытăнсан тӗтӗм подъездра хăвăрт сарăлма пуçланă, унта пурăнакансем йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ. Юрать иртен-çӳренсем пулăшнă. 

Полици ӗçченӗсем каланă тăрăх, çакнашкал преступление такам ку уйăхра тăваттăмӗш хут тăвать ӗнтӗ. Халь çак тӗлӗшпе тӗпчев ӗçӗсем пыраççӗ, преступника шыраççӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев