Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тăхăрьял шăпчăкӗ» тепӗр çул Атавра пулать

Пăва тăрăхӗнчи чăвашсен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсӗ кăçал апрелӗн 15-мӗшӗнче иртрӗ. Йăла тăрăх, ăна Гран-прие тивӗçнӗ конкурсантăн ялӗ йышăнать. Пӗлтӗр Анастасия Андреева çӗнтернӗрен кăçал «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Кушник (Мăкăр) ялӗнче иртрӗ. 

Районти чăваш ялӗсенчен 7-16 çулсенчи ачасем хутшăнчӗç унта. Чăн та, çав кун Элшел каччине, Украинăри ятарлă операцире пуç хунă 29-ти  контрактник-салтака Михаил Афанасьева пытарнипе Элшел ялӗн ачисем килменччӗ. 

Мероприятие Пăва ЧНКЦ ертӳçи В.Ильин уçрӗ. Пăва чăвашӗсен лидерӗ конкурс 16-мӗш хут иртсе ырă йăлана çаврăннине, ачасене вăл мӗн пӗчӗкрен тăван культурăна явăçтарнине каларӗ. Шел те, кăçалхи «Тăхăрьял шăпчăкӗ» хурлăхлă хыпарпа тӳр килнине те палăртмасăр хăвармарӗç. В.Ильин пухăннисене пурне те ура çине тăрса паттăр ентеше Михаил Афанасьева пӗр минут шăп тăрса асăнма ыйтрӗ:  «Чунӗ – пирӗнпе, хăй Турă çумӗнче пултăр», – терӗ хурлăхлăн.

Конкурсантсен пултарулăхне сумлă жюри ӳсӗм çулне пăхса темиçе номинаципе хакларӗ. Чăн малтан сцена çине Альших шкулӗнчи «Çăлкуç» юрă ушкăнӗ (9 çулти Лилиана Ильина, Дарина Зайцева, Елена Андреева) «Çуралнă кун» юрăпа тухрӗ. Пӗчӗкскерсене конкурса пуçлама çăмăл пулмасан та, тӗллеве пурнăçларӗç вӗсем, тăрăшса юрларӗç. Пӳркел вăтам шкулӗн Чăваш Пимӗрселӗнчи филиалне çӳрекен Александра Никитинăна та мухтас килет, хăй 8 çулта кăна пулсан та «Киремет» юрра чуна пырса тивмелле юрлама пултарчӗ. Чăваш Киштекӗнчи 10-ри Елизавета Фокина «Асаннепе кукамай» юррине юрланă май хăйӗн асламăшӗпе кукамăшне чăнах та çав тери хытă юратни курăнчӗ. Конкурсантсенчен халăх юррине, такмак, эстрада юррине юрлакансем пулчӗç. Анчах ӳсӗм çулне кура мар юрă суйлани те сисӗнчӗ. Калăпăр, Хирти Кушкăри 7 çулти Дарья Фроловăшăн (чи çамрăк конкурсанткаччӗ) «Эй, тăван» юрă çав тери йывăр пулчӗ. Ачасене конкурса хатӗрлекенсем ӳлӗмрен çакăн çине тимлӗх уйăрасса шанас килет. Мӗншӗн тесен пӗчӗкскерсем ача-пăча юррине юрлани килӗшӳллӗрех тата хăйсене ăнланмалла çырнă юрра юрлама çăмăлрах вӗсене. Сăмах май, чăвашла юрă çыракан поэт-композиторсене ачасем çинчен те манмалла маррине аса илтерес килет. Чăвашла юрлакан ачасем пур-ха пирӗн хальлӗхе, юррисем вара сахал. Çакна «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс та кăтартрӗ.

Çапла вара ушкăнсен хушшинче: Пӳркел шкулӗн «Шăпчăксем» ушкăнӗ Пӳркелӗнчи халăх юррипе такмаксем юрласа – I;

Альших шкулӗн «Çăлкуç» ушкăнӗ «Çуралнă кун» юрăпа – II вырăна  йышăнчӗç. 

Кӗçӗннисен хушшинче: Александра Никитина (Пӳркел шкулӗн Чăваш Пимӗрселӗнчи филиалӗ) – I;

Елизавета Фокина (Чăваш Киштек шкулӗ) – II;

Вăтам классен хушшинче: Алиса Салабайкина (Рункă шкулӗ) – I;

Мария Антонова (Хирти Кушкă шкулӗ) – II;

Милана Топоркина (Чăваш Киштек шкулӗ) – II.

Аслă классен хушшинче: Анастасия Андреева (Мăкăр шкулӗ) – I,

Ольга Канисина (Пăвари лицей-интернат) – II;

Анжелика Попова ( Кипеккасси Культура çурчӗ) – II.

Гран-прие хальхинче Варвара Николаева (Атав шкулӗ) «Хăна юрри» юрăпа çӗнсе илчӗ. «Тăхăрьял шăпчăкӗн» куçса çӳрекен кубокне ăна конкурсăн пӗлтӗрхи çӗнтерӳçи Анастасия Андреева пачӗ. Апла-тăк, «Тăхăрьял шăпчăкӗ» тепӗр çул Атав ялӗнче иртӗ.

Йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсене статуэткăпа тата Дипломпа чысларӗç. Конкурса хутшăннă пӗр ача та парнесӗр юлмарӗ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ К.Малышев «Шурăмпуç» журналпа, конкурсăн спонсорӗ Валентина Ильина канцеляри таварӗ туянма 1000-шер тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç. 

Ирина КУЗЬМИНА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс