Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАЛАНТШĂН ЧИКӖ ÇУК

Ашшӗ-амăшӗшӗн ачан кашни пурăнан кунӗ – хаклă парне, чи пӗчӗк çитӗнӗвӗ – пысăк çӗнтерӳ

Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене (вырăсла дети с ОВЗ) курсан тин сывă çуралнă ача мӗн тери пысăк телей иккенне мӗнпур ăс-тăнпа туйса илетпӗр. Кулленхи кунра чирлӗ ачасене сахал асăрхатăн. Анчах мӗн чухлӗн иккен вӗсем... 2020 çулхи кăтартусемпе Тутарстанра 15,9 пин инвалид-ача шутланать. Çавсенчен 31 проценчӗн психика кăлтăкӗсем, 17 проценчӗн тӗп нерв системин чирӗсем пур, тепӗр 14 проценчӗ тӗрлӗ аномалисемпе çуралнă. Вӗсемшӗн кашни кун – кӗрешӳ, кашни утăма ырату витӗр тумалла. Ашшӗ-амăшӗшӗн вара ачан кашни пурăнан кунӗ чи хаклă парне, ывăл-хӗрӗн чи пӗчӗк çитӗнӗвӗ те пысăк çӗнтерӗве çаврăнать.

 

Иртнӗ вырсарникун, майăн 16-­мӗшӗнче, Хусанти «Детская академия» ача-пăча творчествин центрӗнче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен респуб­ликăри пӗрремӗш «САЛАВАТ КУПЕРЕ» творчество фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Ăна «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн учредителӗсем Валентина Бушуевăпа Ирина Будовниц йӗркеленӗ. Фонд ӗçӗпе вулакансене пӗрре мар паллаштарнă. Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен хушшинче фестиваль ирттерес шухăш тахçанах çуралнă вӗсен, анчах тӗрлӗ сăлтава пула çийӗнчех йӗркелеймен. Пӗлтӗр коронавирус пандемийӗ чăрмантарнă. Асрах организацин пӗрремӗш утăмӗсем, паян вара «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗ чăннипех ырăлăх кӗперне çаврăнса нушара пурăнакансене, чир-чӗрпе куллен кӗрешсе шанчăк çухатнисене, инвалид ача ӳстерекен çемьесене пӗр çӗре пуçтарчӗ, хăй ытамне илчӗ. Паяна фонд опекинче 60 çемье тăрать.
Валентина Бушуева сăма­хӗ­семпе, «САЛАВАТ КУПЕРЕ» фес­ти­вале ирттерессине пӗлтерсен организацие 6 регионтан 400 ытла заявка килнӗ. Çавсен шутӗнче Чăваш, Мари, Удмурти, Пушкăрт­стан  республикисем, Ульяновск облаçӗ, паллах, Тутарстан. Номерсене онлайн та, офлайн та пăхнă. Жюри йышӗнче профессилле вокалистсем, музыкантсем пулнă. Çӗнтерӳçӗсене суйласа илме çăмăл пулман. Фес­тивале япăх куракан е сӗм суккăр, начар илтекен е пач илтмен, психика, ăс-тăн енчен катăк ачасем, ДЦПпа е ытти чирпе чирлисем хутшăннине илсен уйрăмах.
– Тӗлӗнмелле те, ачасем чире пăхмасăр хăйсене чи лайăх енчен кăтартрӗç. Манăн вӗсене пултараслăх енчен чикӗллӗ тесе калас килмест, вӗсем халиччен пултарулăхӗсене уçма май паман ачасем. Сцена вара çав пултарулăха уçма пулăшрӗ. Сцена урлă эпир ачасене адаптацилеме, социализацилеме, реабилитацилеме пултаратпăр. Интернат-шкулсен ертӳçисем тăрăшнипе ачасем пӗр вырăнта таптанма пăрахса малалла аталанаççӗ, – терӗ Валентина Васильевна.
Гала-концерта Ульяновск, Дмит­ровград, Сарапул, Ижевск хулисенчен, Тутарстанри хуласемпе районсенчи интернат-шкулсен воспитанникӗсем хутшăнчӗç. Хамăр республикăна илес пулсан, Мамадышпа Лайăшри интернат-шкулсенчен пултарулăх енчен вăйлă ачасемпе юрă-ташă коллективӗсем килнӗ. Фонд директорӗн сăмахӗсемпе, Мамадыша вӗсем зонăри тап­хăра хăйсем кайса килнӗ.
– Унтан 10 ытла номер те илме хатӗрччӗ эпир, анчах фестиваль положенийӗпе килӗшӳллӗн, ун пек тума май çук. Çав тери талантлă ачасем унта, тӗлӗнсе каймалла. Фестиваль тăтăш пулакан мероприяти шутне кӗрессе шанас килет, – тет Валентина Бушуева.
Паллах, çакăн пек анлă мероприятие пӗччен йӗркелеме май çук. Фонд йӗркелӳçисен ыр кăмăлне кура вӗсем тавра хăйсем пекех çынсем пуçтарăннă. Калас пулать, гала-концерта хутшăннисене пурне те Дипломсăр пуçне хаклă парнесем турӗç. Уйрăм вокалистсене, сăвă калакансене музыка инструменчӗсен лавккинчен 5 пин, юрă-ташă коллективӗсене 10 пин тенкӗлӗх сертификатсем тата хăйăрпа ӳкермелли планшет парнелерӗç. Спонсорсен списокӗ кӗске мар, вӗсен хушшинче кил-çурт комп­лексӗсен пысăк компанийӗсем те пур.
– Уйрăммăн «Светлый» кил-çурт комплексӗн застройщикне, Александр Шлайферпа унăн мăшăрне Зарема Абдул-Керимовнăна, «Антей» УК ертӳçине Сергей Митрофанова, «Гидроконтроль» тулли мар яваплăхлă общество директорне Динар Мухаметшина пысăк тав. Укçа-тенкӗ тăкакӗн чи пысăк пайне вăл хăй çине илчӗ. Динар Анасович тăрăшнипе инвалид-колясочниксене сцена çине хăпарма «Доступная среда» программа хӳттинче ятарлă пандус турӗç. «Детская академия» ача-пăча творчествин центрӗн директорне Галина Насыбуллинăна асăнмасăр хăвараймастăп. Маларах тӗрлӗ Культура çурчӗсемпе калаçнă, анчах пур çӗрте те питӗ хак­лă. Галина Алексеевна пире ырă сунса кӗтсе илни çав тери пысăк парне, аренда тӳлевне пиртен илмерӗç. Пысăк тав ăна.
Пире пулăшакансем хăйсем те çак фестивалӗн шăпипе интересленме пуçларӗç, вӗсем ăна Раççей шайне кăларма сӗнеççӗ. Паллах, волонтерсене асăнса хăвармалла, тӗрӗссипе, вӗсемсӗр пӗр ӗçе те тума çук. Паяна пирӗн чи активлă волонтерсем 32-ӗн. Çавсен шутӗнче педагогсем, тухтăрсем, водительсем, студентсем тата ыттисем. Гала-концерт кирлӗ шайра иртни – пӗтӗмпех Ирина Геннадьевнан тивӗçӗ. Музыкантсем, творчествăлла çынсем хушшинче унăн пӗлӗшӗсем питӗ нумай. Жюри йышне те вăл пуçтарчӗ, ачасене психологилле пулăшу парассине те вăлах пурнăçласа пырать. Кун йышши мероприятисенче ниепле те психологсăр май çук, уйрăмах ачасем хăйне евӗрлине шута илсен.
Гала-концерт хăйне уйрăм тема. Сцена çине ачасем тухсан вӗсен ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççӗ пек. ДЦПпа чирлисем е коляскăллисем сцена çине тухсан кăна ку мероприяти хăйне евӗррине ăнланатăн. Талант, пултарулăх енчен вара вӗсем пӗрре те катăк мар. Суккăр ачасем музыка инструменчӗсемпе тӗлӗнсе каймалла вылянине, ташă ташланине куççуль витӗр пăхмасăр май çук. Кунта куç-хăлхаллă, сывă ал-ураллисем те хăшӗ пултарулăх çуккипе, тепри наянлăха пула пӗр инструмента та алла илеймеççӗ те... ДЦПпа чирлисем тата, вӗсене ытлашши утăм тума та йывăр та, кунта сцена çине тухса музыка инструменчӗпе те каларӗç, юрларӗç те. Çак самант­ра Турă панă пултарулăхшăн чикӗ çуккине уççăн ăнланса илетӗн. Майне кăна туса памалла. «Радуга добра» хăй ӗçӗнче çакна тӗпе хурать те ӗнтӗ.
Концертра юрлакансем те, ташлакансем те, сăвă вулакансем те пулчӗç. Вӗсем куракансене хăйсен ырă та уçă кăмăлӗпе тыткăнларӗç.
Мероприяти обществăлла тим­­­­лӗхе инвалид-ачасем çине яни­пе те пӗлтерӗшлӗ. Вăл çын­се­­не ырăрах пулма, йывăрлăх­ра пулăшма вӗрентет.
– Эпир паян чăннипех телейлӗ, çулталăк ытла çак шухăшпа пурăнтăмăр. Тинех гала-концерта ирттерме май пулчӗ. Мӗнпур вӗрентӳ учрежденийӗнчен килеймесен те çавах ăна йӗркелесе ирттерме пултартăмăр – сирӗнпе пӗрле. Пысăк тав пурне те, – терӗ мероприятие пӗтӗмлетсе Ирина Будовниц.
Гала-концерт фестивале ирттерме пулăшнисене Тав хучӗпе, çӗнтерӳçӗсене лауреат Дипло­мӗ­пе чысланипе вӗçленчӗ. Çавсен хушшинче ачасене вокал енӗпе хаклакан Рамина Ермолаева, «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн опекинче тăраканскер, Ксения Косяковская вокалистка, «Детская академия» центрăн педагог-организаторӗ, фольклор специалисчӗ Нейля Фасхутдинова, Наталья Рыбакова музыкант, ыркăмăллăхçăсем пулчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.  
Сăнӳкерчӗксем
«Радуга добра» фондăн.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев