Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăман тухнипе çулсене хупаççӗ

Патшалăх автоинспекцийӗ сăлтавсăр çула тухма хушмасть. Мӗншӗн тесен вăйлă юр çунине пула трассăсене хупаççӗ.

Çанталăк япăхланнине кура Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗ Тутарстан трассисем çинче паян, январӗн 5-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуçласа автобуссемпе грузовиксене вăхăтлăха çӳреме чарать. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗ синоптиксен прогнозӗсем çине таянса çитес кунсенче те вăйлă юр çăвассине, тăман тухассине, çул пăрпа витӗнессине пӗлтерет. Çавăнпа сăлтавсăр çула тухма хушмасть. Çул çинчисене вара пӗчӗк хăвăртлăхпа пыма, хирӗçле çул çине тухмалла маррине, хăрушсăрлăх ременӗпе çыхăнма, ачасене йышăннă правилăсене пăхăнса лартса çӳреме асăрхаттарать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев