Танксем хулара, бомбардировщиксем те

Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче паян иртенпех çар техники ларать, йӗри-тавра çар çыннисем çӳреççӗ...
Хусанта паян ирпе ирех хула урамӗсем тăрăх Т-72, Т-80 танксем, БМП-2 бронетранспортерсемпе БТРсем тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи «Катюшăпа» Т-34 танк пынине курсан нумайăшӗн чӳнӗ çӳçенсе илчӗ-тӗр, анчах та лăплантарма васкатпăр, шикленмешкӗн сăлтав çук. Хусан гарнизонӗ РФ Оборона министерстви Тутарстан Правительствипе пӗрле ирттерекен «Служба по контракту – твой выбор» акцие хатӗрленет. Çавăнпа Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче паян иртенпех çар техники ларать, йӗри-тавра çар çыннисем çӳреççӗ.
Аса илтеретпӗр, асăннă акци шăматкун, октябрӗн 27-мӗшӗнче ирхине 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен пырать. Кунта Раççей çарӗ мӗнпе тата мӗнле пурăннипе хуть камăн та паллашма, салак пăттине тутанса пăхма май пур. Кунсăр пуçне Казанка юханшывӗ çийӗн, 13 çул каяллахи пекех, «Стрижи» пилотаж ушкăнӗ «Миг-29» бамбардировщиксемпе мӗнле вӗçнине тата сцена çинче Натана рэпер пултарулăхне курса савăнăпăр. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19700
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16800
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28702
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать10400
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать14800
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ13900
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28702
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19700
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика